Чăваш Республикинче «Чĕрĕ уроксем» проект туризма аталантарассипе йĕркеленĕ регионсем хушшинчи конференци

 


Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «Чĕрĕ уроксем» туризма аталантарассипе йĕркеленĕ регионсем хушшинчи конференци иртнĕ. Чăваш Ене палăртнă мероприяти ĕçне хутшăнма Раççейри 18 регионтан тата ытти представительсем килсе çитнĕ. Конференци ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн залĕнче Чăваш Республикин тата ытти регионсен туризм енĕпе йĕркеленĕ чаплă куравсене хатĕрлесе тăратнă. «Мир экскурсий»  компани директорĕ Людмила Пронюхина хăйĕн сăмахĕнче чăвашсен аталанăвĕ, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕç ыттисемшĕн, чăннипех те тĕслĕх пулса тăрать тенĕ. Чăваш тĕррисен асамлăхне пăхса киленнĕ, тĕлĕнмелле паха тесе палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев конференцине килнĕ хăнасене, мероприяти йĕркелӳçисене  регионта виçĕ кун хушши ирттерме палăртнă пулăма çӳллĕ шайра пурнăçланăшăн тав сăмахĕсем каланă, туризм ыйтăвĕ пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Çĕршыври регионсемшĕн шалти туризма аталантарса пыма кирлĕ пек майсем йĕркелесе пырасси – приоритетлă ыйтусем пулса тăнине палăртнă. «Паянхи пурнăç таппинче, халăх хамăрăн çĕршыврах канма кăмăл тăвать. Пирĕн республикăра вара туризма аталантарса пыма питĕ меллĕ, канма килес текенсемшĕн условисем çителĕклĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Палăртса хăваратпăр, 2013-мĕш çултанпа Чăваш Ен туризма аталантарассипе йышăннă федераци программине хутшăнать.  Раççей шайĕнче пирĕн регион ачасен вĕренӳ туризмĕ программăна пĕрремĕш кĕрсе юлнă. Сăмаха май, республика ертӳçи Чăваш Енĕн çитĕнĕвĕсем пирки те каласа кăтартнă конференци ĕçне хутшăннисене, республикăра, ял тăрăхĕсенче инфратытăм кирлĕ пек шайра аталанса пынине асăннă, обществăлла политика, демографи лару-тăрăвĕ те йĕркеллĕ пулнине пĕлтернĕ. Республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ ӳссех пырать, çынсем нумай çул пурăнни пурне те хавхалантарнине палăртнă. «Регионта газ та нефть те çук. Çĕр айăнчи пурлăхсемпе республика пуян мар, анчах та Чăваш Енре пурăнакансем ĕçчен пулни чи пысăк савăнăç. Çитĕнекен ăрăва Тăван тавралăха, Тăван çĕршыва юратма вĕренсе пымалла. Шăпах та «Чĕрĕ уроксем» проект çак çӳлерех асăннă ыйтусене татса пама витĕм кӳрĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.  Тата çакна та палăртнă республика Пуçлăхĕ: «Регионта агротуризм ăнăçлă ĕçлет.  Пирĕн тĕллев - виçĕ çул хушшинче туризм юхăмне1,6 хут пысăклатасси», - тенĕ.  «Шанатăп, калаçу вăхăтĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ пуçаруллă ĕçсем, проектсем пирки сӳтсе явассине», -  асăннă Михаил Игнатьев. «Раççейе яланах шанмалла, юратмалла, ун чухне вăл анне вырăнĕнче пулĕ. Кун пирки  чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев та тăтăшах асăннă. Раççей регионсемпе пуян. Эпир пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçлесен çĕршыв тата та вăйлăрах аталанса çирĕпленсе пырĕ», - тенĕ. РФ Правительствин çумĕнчи Аналитика центрĕн ертӳçин советникĕ Нурали Резванов Чăваш Енре çакăн пек чаплă конференцине йĕркелесе ирттернĕшĕн ырласа хăварнă. «Ачасен туризмĕ – питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ачасем аслисем пек мар, вĕсен хăйне евĕр тĕнчи. Туризм - шăпах та вĕсемшĕн шкул та, юрату та, Тăван çĕршыва хисеплени те, истори те, паллă çынсем те», - тенĕ сумлă хăна. Атăл шывĕ тăрăх иртекен туризма аталантарассипе регионăн паха проектсем пулма пултарассине шанса каланă.  «Чăваш Ен пурнăç пахалăхĕн кăтартăвĕпе Раççейре 23-мĕш вырăнта тăрать. Ку вара пысăк çитĕнӳ, чи хакли. Вĕренӳ пайĕпе те малтисен вырăнĕнче. «Чĕрĕ уроксем» проекта Чăваш Республикинче ирттерни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ региона килнĕ пысăк хăна. Раççей Президенчĕ Владимир Путин  та хăй вăхăтĕнче туризм Раççей экономика аталанăвĕшĕн локоматив пулса тăма пултарассине асăннă. Ачасем шăпах пысăк витĕм кӳрĕç. Кун пирки уйрăммăн палăртнă РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен туризмне аталантарассипе ĕçлекен Координаци канашĕн пайташĕ Александр Осауленко. «Чăваш Республикинче влаç органĕпе бизнес тачă çыхăнса ĕçлеççĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче «Чĕрĕ уроксем» проект ачасене ăсталăха туптама, урок вăхăтĕнче пĕр-пĕр предприятийĕн музей ĕçĕпе паллаштарни, вĕренекенсен тавракурăмне ӳстерсе пыма ирĕк панине палăртнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче медицина енĕпе аталаннă туризм ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Чăваш Енĕн тĕп хулишĕн туризм аталанăвĕ приоритетлă пулнине палăртнă. «Хула Атăл хĕрринче вырнаçнă. Раççейри чи хитре хуласенчен пĕри, тавралăх таса. Истори тĕлĕшĕнчен палăксемпе те Шупашкар пуян», - тенĕ вăл. Ертӳçĕсем конференцийĕн лару ĕçĕнче регионсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



18 марта 2016
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter