Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче культура енĕпе йĕркеленĕ VI форум ĕçне хутшăннă

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче культура енĕпе йĕркеленĕ VI форум ĕçне хутшăннă. Палăртнă мероприятине çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Культура министерствин туризм Департаменчĕн директорĕ Ольга Ярилова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  Председателĕн çумĕ Алла Салаева,  культура енĕпе ĕçлекен регионсенчи ертӳçĕсем, пултарулăх ушкăнĕсем тата та ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. Форум ĕçне тытăниччен, Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсен ĕçне пăхса çаврăннă. Раççей Федерацийĕн  Культура министерствин туризм Департаменчĕн директорĕ Ольга Ярилова форума пухăннă хăнасене саламланă май, паянхи мероприятине Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчен кăна мар, Раççейри ытти регионсенчен те ятарлă представительсем килсе çитнине асăннă. Наци диаспорине аталантарассине тата ăна упраса хăварассине, культура пайĕн пахалăх шайне ӳстерессине çивĕч тишкерме палăртнине пĕлтернĕ. Тата çакна та каланă: «Конференцине Чăваш Енре ирттерме палăртни ăнсăртран мар. Кунта тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе пурăнни куçкĕретех. Ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх. Асра юлмалли тата тепĕр пулăм, Раççей тытăмне Крым кĕни икĕ çул çитни те çав тери мăнаçланмалли пулăм тесе хакланă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ япала, чăннипех те Раççейре ăнланса пурăннине, кунта туслăх хуçаланнине çирĕплетекен ăнлав пулса тăрать», - тенĕ сумлă хăна. Вăл çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путин пирĕн патшалăхăн тĕп вăйĕ - тĕрлĕ халăх туслă пурăннинче пулнине палăртнине асăнса хăварнă. Форум ĕçне кӳлĕннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, чăваш çĕрĕ çине килме кăмăл тунăшăн тав тунă. Паянхи кун пĕтĕм çĕршыв Раççейпе Крым пĕрлешнĕренпе икĕ çул çитнине анлăн паллă тăвать. Чăваш Республикипе Крым Республики хушшинче пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсем те çирĕплетнине каланă. Экономикăн тĕрлĕ енĕсемпе тачă çыхăнура тăнине, культура сферинче те юлташла ырă ылмашусем пуррине палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, Крым тата Чăваш Ен пĕр-пĕринпе çав тери туслă республикăсем.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Культура министерствине тав сăмахĕсем каланă, культура тытăмне йĕркелесе пыракан Владимир Мединскийне çак форум ĕçне тата Шупашкар хулине 550 çул , Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа  100 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисене пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Республикăра пурăнакансемшĕн кăна мар, ытти таврари çынсемшĕн те Чăваш Енре ирттерекен культура уявĕсем: «Акатуй», «Раççей çăлкуçĕсем», «Сабантуй» тата ытти нумай мероприятисем ĕмĕрлĕхех асра юлнине каланă Михаил Игнатьев. «Пирĕн регион, паллах, çĕр айĕнчи пурлăхсемпе пуян мар, анчах та ĕçчен те Тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратнипе ыттисенчен палăрса тăрать.  Пĕтĕмпе республикăра 128 наци халăхĕ пурăнать, пирĕн тĕллев вĕсене пурне те пĕр пек условисем йĕркелесе парасси», - тенĕ республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне малалла тăснă май. Паянхи пурнăçшăн чи кирли – çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентесси, туслăха упрама пулăшса пырасси, йăла-йĕркене ăша хывма, çывăх халăхсене сума сунма вĕрентесси», - тенĕ вăл.  Марий Эл Республикин Правительствин Председателĕн çумĕ, культурăпа информаци политикин министрĕ Михаил Васютин хăйĕн сăмахĕнче, мĕн ĕмĕртен Атăл хăй çывăхне тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр чăмăра пуçтарма пулăшать тенĕ. Малашне те яланах пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашмалла пултăрччĕ тесе каланă. Пĕтĕм Раççейри Азербайджансен конкресĕн ĕçне ертсе пыракан директорĕн пĕрремĕш çумĕ  Самир Мамедов çак мероприятине çав тери пысăк шайра йĕркеленине каланă, пурне те тав тунă. Федераци тата регион шайĕнче йышăннă культура наци программисене пурнăçа кĕртме пур условисем те çителĕклĕ пулнине палăртнă. Форум ĕçĕнче наукăпа практика конференцийĕ те иртнĕ.  Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче Чăваш Енре культурăна аталантарса пырассипе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă.  Культура ĕçĕн пайне общество организацийĕсем те пысăк витĕм кӳнине асăннă. Пĕтĕмпе чăвашра 34 пĕрлешĕве шута илнĕ, 16 тĕрлĕ халăх шăпипе кăсăкланнине асăннă. Регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем тăтăшах вĕсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернине каланă. Чăваш Наци конгресĕ ачасен çуллахи «Эткер» канăвне йĕркелет. Кунта юнашар регионсенчен яш-кĕрĕм тăтăшах канать, вĕсем чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе паллашаççĕ, ăсталăха туптаççĕ. Авалхи тупрана, йăла-йĕркене упраса хăварассипе те çине тăрсах ĕçлени сисĕнет. Форум ĕçĕнче Чăваш Ен, Коми, Марий Эл, Татарстан тата Пермь крайĕнчен пухăннă çынсем пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашнă, культурăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



18 марта 2016
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter