Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ суд приставĕсен службин Чăваш Енри Управленийĕн коллегийĕн ларăвне хутшăннă

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри Управленийĕн коллегийĕн ларăвне хутшăннă.   Ларура пухăннисем асăннă службăн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче республикăн патшалăх влаç органĕсенче, федерацин тĕрлĕ службисемпе тата  ĕç тăвакан влаç органĕсемпе килĕшсе тухăçлă ĕçлени - регионта обществăра йĕрке тытса пыма, социаллă экономикăна пĕр тан лайăх аталанса пыма витĕм кӳнине палăртнă. «Суд приставĕн служби – Раççейри патшалăх органĕсен тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ пай шутланса тăрать. Эсир влаç органĕсен йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕçре пысăк витĕм кӳретĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Раççейри суд приставĕсен ĕç пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕ тăрăх, 15-мĕш вырăн çĕнсе илни çакна çирĕплетсе парать», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Пĕлтĕр суд приставĕсем пĕтĕмпе 4 млрд. пухнă, бюджета 2 млрд. тенкĕ куçарса панă», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Шалу укçисен парăмĕсене валли те 34 млн. тенкĕ тӳленĕ. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен предпринимательсене те налуксене вăхăтра тӳлеттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăтарту ку енĕпе 2014-мĕш çулпа танлаштарсан 32 процент пысăкрах. Лайăх ĕçлекеннисене те ларура уйрăммăн палăртса хăварнă. Шупашкар хулин Калинин районĕнчи уйрăм, Çĕнĕ Шупашкарти, Каçалпа Вăрнар районĕсенчи суд приставĕсен уйрăмĕсем те хисепе тивĕçнĕ. «Сире тухăçлă ĕçленĕшĕн ырлатăп, ытти уйрăмсен сирĕнтен вĕренсе тĕслĕх илмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Экономикăра лару-тăру çăмăлах марине палăртнă регион Ертӳçи. Республикăра 162 пин çын предприятисемпе организацисенче суя ĕç хучĕпе «сăрă» схемăпа  тытăнса тăрать. Саккунлă майпа тӳлекен ĕç укçин фондне тивĕçтерессине перекетлеме хăтланса хăшпĕр ĕç паракансем патшалăхăн социаллă обязательствисене пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕ шăпах налукран тӳлекен тата ытти тӳлеврен пухăннине манса каяççĕ. Паянхи пурнăçра, ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕсенчен енчен те алимент шыраса илмелле тунă пулсан, ыйту çине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Кăтарту ӳсни пăшăрхантарать, 2014-мĕш çулпа танлаштарсан пĕлтĕр 75 млн.тенкĕ пухăнса кайнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Раççей Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Анатолий Иванов доклад тунă. «Сирĕн çăмăлах мар ĕç, анчах та питĕ яваплă та хисеплĕ. РФ, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн пурне те таса чунпа, саккуна пăхăнса ĕçлеме сĕнетĕп», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Лару вĕçленес умĕн, ĕçре хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисемпе чысланă.

 Тĕплĕнрех



02 марта 2016
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter