Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пулнă, çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа, ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тĕплĕн пăхса тухас тĕлĕшпе канашлу ирттернĕ

 


Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев килсе çитнĕ, çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа, ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тĕплĕн пăхса тухас тĕлĕшпе канашлу йĕркеленĕ. Ларăва Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ  Ольга Голодец, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Раççей Федерацийĕн вĕренӳ министрĕ Дмитрий Ливанов, РФ ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионсен пуçлăхĕсем, бизнес пайĕнче тăрăшакансем пухăннă. РФ Правительствин Председателĕ çитес çул валли социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли Правительствăн ĕç Планне алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. «Паян ĕçсĕр тăрса юлма пултаракан е тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пурсăмăрăн та пĕрле тăрăшса пулăшу кӳме тăрăшмалла. Промышленноçра вăй хуракан пысăк квалификациллĕ кадрсене çухатма юрамасть, вĕсене упрама пĕлмелле», - тесе каланă канашлăва уçнă май РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев. Çитес çулта халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пулăшу кӳмелли хушма мерăсем йышăнни пирки палăртнă. «Федераци бюджетĕнчен регионсене 3 млрд.тенкĕ субсиди уйăрма тĕллев лартнă. Кунсăр пуçне 7 млрд. текĕ резерв тытса тăрăпăр. Пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, ирхине РФ регионĕсене субсидисемпе тивĕçтермелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетрĕм», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ канашлăва пухăннисем умĕнче. Дмитрий Медведев Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă май, Шупашкарти электромеханика колледжне тата хулари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕсене пысăка хурса хакланă.  «Кунта усăллă ĕçсем сахал мар пурнăçланă. Студентсем харăсах тĕрлĕ професси илме пултараççĕ, паллах, кун пек вĕренни, вĕсене пуласлăхра ĕç тупма ирĕк парĕ. Чи пахи -учрежденисенче шкул ачисем кăна мар вĕренеççĕ, аслисем те вĕсемпе танах ăс пухаççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен хулари Центрта пултăмăр. Пирĕн çакнашкал ĕçсене пĕтĕм çĕршывĕпе йĕркелесе ямалла. Вĕсем халăха вăхăтра ĕçсемпе тивĕçтерме пулăшаççĕ. Центрта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан ятарлă хатĕрсене вырнаçтарнă. Палăртма кăмăллă, халăха йывăр вăхăтра, ĕçсĕр тăрса юлнисене пулăшусемпе тивĕçтерни куçкĕретех.  Куçса çӳремелли ятарлă автомашина та пур. Унта та специалист-операторсем çынсене тĕрлĕ пулăшусене вăхăтра параççĕ. Чи аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансем патне çитсе килеççĕ», - тенĕ вăл. Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин хăйĕн докладĕнче çынсене ĕçпе тивĕçтерес лару-тăрупа йĕркелесе ирттернĕ тĕрлĕ мерăсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, виççĕмĕш уйăх ĕçсĕрлĕхĕн шайĕ 5,8 процентпа танлашнă. Кăтартăва 2009-мĕш çулхипе пăхас пулсан, çак тапхăрта нарăс уйăхĕнче - 9,2 процент пулнă. «Калас пулсан, лару-тăру япăхах мар. Çапах та пирĕн лăпланса ларма юрамасть, малашне те тухăçлă ĕçлемелле», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта халăха ĕçпе тивĕçтернин кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Пуçлăх экономикăри тухăçлă ĕçлекен уйрăм пайсем пирки чарăнса тăнă. Юлашки çулсенче ĕçсĕррисен шучĕ, кирлĕ пек мерăсене вăхăтра йышăнса пынине кура, сахалланса пынине палăртнă. «Пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене илес пулсан, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, ĕçсĕр тăрса юлнă тесе регистрациленнисенчен 82 процентне, хăйсене кăмăла каякан ĕçпе 42 880 çынна тивĕçтернĕ. «Халăхăн тупăш пайĕ чакса пыни, вак тата вăтам предпринимательлĕх сферине те витĕм кӳрет», - тенĕ регион Ертӳçи. «Халăха ĕçпе тивĕçтерес пая 392 млн. тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Бюджета тепĕр хут пăхса тухнă чухне тата та çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртнă», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Канашлу вăхăтĕнче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шайлаштарса пĕр тан аталантарса пымалли пирки ытти ыйтусем тавра калаçнă, çирĕп мерăсем йышăннă. Тĕплĕнрех

 


 



02 марта 2016
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter