Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Дмитрий Медведев хăйĕн ум сăмахĕнче, вăл Чăваш Республикине халăха ĕçпе тивĕçтерессин ыйтăвне тĕплĕн сӳтсе явас тĕллевпе килсе çитнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьева. «Çынсене ĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне, халăхăн ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем те пур. Çурт-йĕр, ача сачĕсем, шкулсем хута ярасси те кун йĕркинчех. Эсир пĕлетĕр, пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа пуррине. Ишĕлекен çуртсенчен çынсене куçарасси, ача сачĕсем, шкулсем хăпартса лартасси. Ача сачĕсене çĕклесе лартас программа пĕлтĕрхи çул вĕçленнĕ теме те юрать, анчах та ĕçсем пур-ха. Паянхи куншăн пысăк тĕллев - шкулсем хута ярасси, пуррисене реконструкцилесси», - тенĕ  РФ Премьер-министрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче регион хăй çине илнĕ пур социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те туллин тивĕçтерсе пынине палăртнă. Граждансене ишĕлекен çурт-йĕртен куçармалли программа республикăра ăнăçлă ĕçленине каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре пурăнакан 13100 çынна хăтлă çурт-йĕрпе пурăнма куçармашкăн палăртнисенчен 6,5 пин çынна хальхи вăхăтра хваттерсемпе тивĕçтернĕ те, укçа-тенкĕне вăхăтра куçарнă. Программăна пĕтĕмĕшле пăхса  тухас пулсан, 50 процентне пурнăçланă теме те юрать. Михаил Игнатьев тата çакна та палăртнă, Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе пулăшас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. «Пирĕн ку енĕпе регионта ятарлă программа та пур. Енчен те çемьесенче пиллĕк е ытларах ачасем пулсан, вĕсене каялла тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтеретпĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Дмитрий Медведев кăçалтан çĕнĕ шкулсем хута ярас программа вăя кĕнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, виçĕ çултан пуçласа çичĕ çула çитичченхи ачасене ача сачĕсенче вырăнпа 100 проценчĕпех тивĕçтернине палăртнă, муниципалитетсен 60 процентĕнче икĕ çултан аслăрах ачасене ача сачĕсенчи вырăнсемпе тивĕçтернине каланă. Юлашки çулсенче пĕтĕмпе ачасене валли регионта 45 ача сачĕ хута янă. РФ Вĕренӳ министерствине Чăваш Республики шкулсем хăпартса лартма тăватă проект  тăратнă. «Вунă çул хушшинче 32 шкула реконструкцилеме тата çĕннисене хута яма тĕллев лартнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Кун пек йышăнусем питĕ тĕрĕс. Енчен те проектсем шкулсем çывăхĕнчех ача сачĕсем е тата ача сачĕсемпе юнашар шкулсем хăпартса лартма ирĕк параççĕ пулсан, питех те аван. Эпир программăна кăçал хута янă, ăна валли 25 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă, çав укçаран сирĕн республикăна та уйăрнă», - тенĕ Дмитрий Медведев.  Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухнă. Тĕплĕнрех



02 марта 2016
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter