Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ, Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тата хулари электромеханика колледжĕнче пулнă

 


Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ, Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тата хулари электромеханика колледжĕнче пулнă. РФ Премьер-министрĕпе Дмитрий Медведевпа пĕрле ĕçлĕ çулçӳревре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич, РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Ольга Голодец, РФ ĕçпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин, РФ вĕренӳ Министрĕ     Дмитрий Ливанов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта Премьер-министр электрон базипе тата халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен ресурсемпе паллашнă. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче учрежденийĕн çитĕнĕвĕсенчен пĕри – халăха вăхăтра ĕçпе тивĕçтернин кăтартăвĕ лайăх пулни тесе палăртнă, хушма мерăсем паракан ятарлă программăсем ĕçсĕррисен шутне чакарма май панине асăннă. Регионти пысăк хула программăсене кĕрсе юлнисенчи предприятисем хушма мероприятисен ĕçне кӳлĕннине палăртнă, экономикăри уйрăм кăтартусене те çитĕнӳсем  тума витĕм кĕнине асăннă. Çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута кайнă, çынсене валли пысăк квалификациллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленнĕ. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта 2010-мĕш çулта ĕçсĕррисен кăтартăвĕ 9 процентпа танлашнă пулнă, паянхи кун вара кăтарту 5 процент çеç, лару-тăру ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех. Халăха патшалăхăн пахалăхлă пулăшусемпе тивĕçтерес тесе, электронлă майпа черет Центрта йĕркеленĕ. Раççейре ĕç портал вăя кĕни те питĕ усăллă халăхшăн. Ку базăра пĕтĕмпех çĕршывсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекенсем хăйсем пирки тĕрлĕ сĕнӳсем тăратнă. 2015-мĕш çулта 33 пин çын Центр витĕмĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕн аталантарса ӳстернĕ. РФ Премьер-министрне тухса çӳрекен мобильлĕ центр ĕçĕпе паллаштарнă, аякра вырнаçнă ялсене çитсе халăха патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе  тивĕçтерни пирки каласа кăтартнă. Дмитрий Медведев кун пек ĕçсене пысăка хунă: «Чăваш Енре çакăн пек йĕркеленĕ ĕçе пуçласа куратăп. Питех те меллĕ. Тухса çӳрекен офиссем аякра вырнаçнă çынсем валли усăллă», - тенĕ вăл. Шупашкарти электротехника колледжĕнче РФ Правительствин Председателĕ HTEC HAAS Technical Education Center техника енĕпе ĕçлекен центрпа тата «ЭЛАРА» валли хатĕрлесе кăларакан пысăк технологиллĕ    ĕçсене пурнăçлама специалистсем пулма вĕренекенсемпе паллашнă. HAAS техника енĕпе вĕрентекен центра 2008-мĕш çулта хута янă. Паллах, çак ĕçе ун чухне Шупашкарти тракторсем кăларакан завод тата «Абамет» АХО   витĕм кӳнĕ пулнă.  Студентсем кунта тарăн пĕлӳ пухаççĕ, производство валли хатĕр специалистсем пулаççĕ. Вĕренекенсем чылайăн: вĕсем – шкул ачисем, аслă çулсенчи çынсем, республикăри предприятисемпе организацисенчен ятарлă специалистсем, РФ ытти субъекчĕсенчен те пĕлӳ пухас текенсем сахал мар. Вĕсене кунта Мускавран вĕренсе килнĕ, пысăк тавракурăмлă специалистсем вĕрентеççĕ. 2008-мĕш çултанпа пĕтĕмпе учрежденирен 1150 çын вĕренсе тухнă. Дмитрий Медведев кунта вĕренекенсемпе тата вĕсене пĕлӳ паракансемпе тĕл пулса калаçнă. HAAS центрта вĕренекен Вадим Белов маларах вăл система администраторĕ çеç пулса ĕçленине пĕлтернĕ. Халĕ кунта пĕлӳ пухнине кура, унăн пысăк ĕçе вырнаçма май килнине каланă. Станоксемпе ĕçлекен оператор пулма ăна питĕ килĕшнине, чи пахи – вĕренсе тухсан ĕçе вырнаçма çăмăл пулнине асăннă. Роман Николаев вĕрентекен хăйĕн сăмахĕнче пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесси çине ытларах тимлĕх уйăрнине каланă.  Кунта хăнасем Ресурс центрĕпе те кăсăкланнă. 2013 çулта Г.А. Ильенко  ячĕллĕ «ЭЛАРА» наука-производство комплексĕ 6 млн. тенкĕлĕх витĕм кӳнине кура, çĕнĕ центр йĕркеленĕ. Специалистсене валли кирлĕ пек пур хатĕре те вырнаçтарнă. Учрежденире пĕлӳ пухас текенсен шучĕ çулсерен ӳссе пыни те сисĕнет. Пĕтĕмпе колледжра 2500 çын вĕренет. Кăçалтан колледж çумĕнче регионсем хушшинчи çĕнĕ центр хута кайĕ. Ытларах промышленноç тата инженер технологи енĕпе специалистсене хатĕрлеме тĕллев лартнă. Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикине ырланă, професси пĕлĕвĕ парассипе ыттисемпе танлаштарсан тухăçлă ĕçленине асăннă. «Палăртма кăмăллă, шкултан 9-мĕш классран вĕренсе тухакансенчен 55 проценчĕ техникумсене вĕренме çул тытать. Пĕлӳ илнĕ хыççăн, тӳрех ĕçе вырнаçаççĕ. Калас пулсан, колледжран вĕренсе тухакансенчен 93 проценчĕ ытла  ĕçе вырнаçни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ Министр. Тĕплĕнрех

 

 



02 марта 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter