Çĕнĕ шкулсем: Чăваш Ен валли те укçа квоти пур

Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Шупашкарта ĕçлев ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерме пухăннине кура маларах кунти ĕçлев центрĕн, электромеханика колледжĕнчи çынсене çĕнĕ профессисем паракан центр ĕçĕпе паллашнине палăртнă май вăл асăннă центр çĕнĕлле ĕçленипе кăмăллă пулни çинчен каларĕ /"унта çулланнă çынсем те çĕнĕ специальноçсене вĕренме пултараççĕ"/, "ку пысăк пĕлтерĕшлине" палăртрĕ, çапах Михаил Васильевичран урăххи пирки ыйтрĕ: социаллă лару-тăрăва - çурт-йĕр тăвассине, ача сачĕсемпе шкулсем çĕклессине - хаклама сĕнчĕ.

- Пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа пур: юхăннă çурт-йĕр, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем, садиксем... Ача сачĕсем тумалли программа пĕлтĕр вĕçленчĕ. Халĕ çĕнĕ тата пысăк та кăткăс программăна пуçăнатпăр - кивĕ шкулсене реконструкцилесси, çĕнĕ шкулсем тăвасси. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех? - ыйтрĕ Дмитрий Анатольевич.

- Пĕлтеретĕп: иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх тата пĕтĕмĕшле илсен çынсене юхăннă çуртсенчен куçарма çурт-йĕр тумалли программăпа, социаллă ытти программăпа - нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе - эпир хамăрăн обязательствăсене пурнăçлатпăр, малашне те пурнăçлăпăр, - татăклăн хуравларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Çав вăхăтрах вăл пĕлтĕр Чăваш Енре çурт-йĕр тăвасси чакнине те пытармарĕ. Чăн та, нумай мар, темиçе процент. Çакă çынсем хваттер туянасси чакнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Авари пулма пултаракан çуртсем вырăнне çĕннисене тунине илес-тĕк - юхăннă çуртсенчен куçарма палăртнă 13,1 пин çемьерен 6,5 пин çынна /5,1 пин çемье/ хăтлă çурт-йĕре куçарнă ĕнтĕ. Урăхла каласан нушаллă çынсен 50: ытла пурăнмалли условисене лайăхлатнă.

- Нумай ачаллă çемьесем пирки калас-тăк - пирĕн хамăрăн регион программи пур, - калаçăва тăсрĕ Михаил Игнатьев. - Унпа килĕшÿллĕн 5 тата ытларах ачаллă çемьесем çурт-йĕр валли каялла тавăрса памалла мар субсиди илеççĕ.

Ку хыпар Дмитрий Медведевшăн çĕнĕлĕх пулчĕ-тĕр - пайăррăн кăсăкланчĕ:

- Регион программипе-и?

- Çапла. Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем йышлă - кунашкалли пирĕн халăхшăн йăлана кĕнĕ. Çынсем нумай ача çуратма шикленмеççĕ. Çавна май, паллах, çемьесене çăмăлах мар. Кунашкалли ялсенче ытларах. Çавăнпа çынсем хушма хуçалăх тытаççĕ, çапла майпа çемье бюджетне çирĕплетеççĕ, - патшалăх пулăшăвĕ вырăнлине ăнлантарчĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Ача сачĕсен темине çĕкленĕ май вăл чи малтанах Дмитрий Медведева "ачасен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ячĕпе" тав турĕ, "мĕншĕн тесен эпир Чăваш Енре çĕнĕ йышши 45 ача сачĕ хута яма пултартăмăр". "Ыйту туллин хупăнчĕ-и вара?" - каллех кăсăкланчĕ Раççей Правительствин пуçлăхĕ. "60 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче /çав шутра ялсенче те, хуласенче те/ икĕ çул тултарнă ачасем тĕлĕшпе ыйтăва туллин татса панă. Халь ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпе садиксенче 22,2 пин вырăн йĕркеленĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ĕçе тухма пултарчĕ", - пулчĕ хурав.

Шкулсем тăвасси пирки каланă май Михаил Васильевич вĕренÿ заведенийĕсен типлă 4 проектне суйласа илнине палăртрĕ. Премьер-министрăн кунта та уçăмлатмалли тупăнчĕ:

- Çав проектсем сире тивĕçтереççĕ-и? Нумаях пулмасть Калининград облаçĕнче çынсемпе курнăçрăм та - тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ проект вырăнлăраххи пирки калаççĕ.

- Çутçанталăкпа, климатпа çыхăннă уйрăмлăхсене шута илмеллех, - шухăшне палăртрĕ Михаил Игнатьев.

- Тата - çынсен йышне. Хăшпĕр ял-хула - пысăк, унта çын та йышлăрах, хăшĕсем - пĕчĕк...

- 10 çулта эпир пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 32 шкул тума палăртатпăр.

- Çав шутра çĕннисем миçе?

- 11. Чи малтанах - хуласенче, мĕншĕн тесен унта çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ.

- Ялсенче вара, тĕпрен илсен, реконструкци-и? - каллех кăсăкланчĕ Дмитрий Анатольевич.

- Çапла. Территорисене комплекслă майпа аталантарнă май çурт-йĕр нумай çĕкленет - пĕр 10 çуллăх тĕллевсем палăртнă. Çавна май çĕнĕ шкулсем кирлĕ. Садиксем турăмăр. Ачасем ÿсеççĕ вĕт - шкулсем те кирлĕ.

- Питĕ тĕрĕс. Кусем - пĕр-пĕринпе çыхăннă пулăмсем. Чылай тĕслĕхре садик çумне шкул тумалли е шкул çумне тĕртсе садик çĕклемелли майсемпе усă курни меллĕ. Кăçал ку программăна пурнăçлама пуçларăмăр - халех 25 млрд тенкĕ куçаратпăр ĕнтĕ. Çак шутра Чăваш Республики валли палăртнă квота та пур - кун пирки те калаçăпăр... - ĕçлĕ тĕлпулăвăн массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемшĕн уçă пайне вĕçлерĕ Дмитрий Медведев.

Н.КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
02 марта 2016
12:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter