Патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче кашни çул пулакан Спартакиада иртнĕ.

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче кашни çул пулакан Спартакиада иртнĕ. Паллă спорт ăмăртăвне Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов,   республика Правительствин членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, муниципалитетсен ертӳçисем хутшăннă.  Спорта килнĕ çынсене саламланă май, Михаил Игнатьев ăмăртусем ырă йăлана кĕрсе пынине асăннă. «Паян чăн-чăн спорт уявĕ. Палăртма кăмăллă, спорта кăмăл тăвакансем хăйсен çемьисемпе килнĕ. Спорт – пурсăмăра та пĕр чăмăра пухакан вăй. Эпир пĕрле чухне пире çĕнтерме хĕн», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. «Республикăра спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ комплекссем хута каяççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен нумай чухне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн пуçарăвĕпе пулса пыраççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорта çӳрени тĕслĕх пуриншĕн те. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентеççĕ. Эпир яланах ертӳçĕсен ырă пуçарăвĕсене ăша хывса пыратпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов. Чи малтан VIP-чупу пулнă. Чăваш Республикин прокурорĕ Сергей Легостаев хăйĕн сăмахĕнче çакăн йышши спартакиада ăмăртăвне Прокуратура ĕçченĕсем тата хăй пуçласа пĕрремĕш хут тухнине асăннă. «Паян йĕлтĕрпе ярăнма çав тери лайăх кун, трасса паха. Спорт яланах çĕнтерӳ патне ăнтăлма пулăшать. Чăваш Ен Правительстви спорта аталантарасси çине пысăк витĕм кӳрет.   Паян эпир çĕнтерӳсем тăвассине шанатпăр», - тенĕ Чăваш Ен прокурорĕ Сергей Легостаев йĕлтĕрпе финиша чупса тухнă хыççăн. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансем пурте сывă пурнăç йĕркине тытса пынине каланă, кашни хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те спорта тухма хавхалантарса пынине палăртнă. Спартакиада виçĕ ушкăнра иртет. Пĕрремĕш ушкăнра Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем, иккĕмĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем, виççĕмĕшĕнче федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсем пулнă. Ку хутĕнче çĕнтерӳçĕ ята Чăваш Енри Гостехнадзор, иккĕмĕшне – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, виççĕмĕшне Чăваш Енри ял хуçалăх министерстви тивĕçнĕ. Мала тухнисене яланхиллех дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 



21 марта 2016
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter