Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕпе Александр Цветковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕпе Александр Цветковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлассипе çыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн калаçнă. Суйлав авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртĕ. Çак кун уйрăм районсемпе хуласенче, ял тăрăхĕсенче те хăш-пĕр депутатсене халăх суйласа лартĕ. Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн маларах палăртса хунă кăтартăвĕ тăрăх, пĕтĕмпе республикăри 12 районта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене те суйлĕç.  Александр Цветкв Чăваш Ен Пуçлăхне суйлава хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн паллаштарнă.  Республикăра пĕтĕмпе 1170 суйлав комиссине шута илнĕ.  Паянхи куна республикăра пĕр мандатлă  11 хула округĕ, ялсенче - 11. «Схемăна çав тери лайăх ăнланса хатĕрлерĕмĕр. Муниципаллă районсем ан пайланччăр тесе, ытларах пĕр района пĕр округ кĕртсе хăварма тăрăшрăмăр», -  тенĕ Александр Цветков.  Çитес суйлавра комисси членĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлассине шантарнă. Хальхи вăхăтра комисси пайташĕсем вĕренӳ семинарĕсенче ăсталăха туптаççĕ.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пурсăмăр та яваплăха туйса ĕçленинчен пĕтĕмпех суйлава епле ирттерсе ярасси килнине асăннă. «Суйлавçăсемпе суйлав комиссийĕсем валли кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе çитермелле. Суйлав таса иртмелле, пурин те саккуна пăхăнса ĕçлемелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех

 



21 марта 2016
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter