Элĕк районĕ: техника тĕрĕслевĕ çирĕп ыйтать

Çур аки вăхăчĕ çывхарсах пынă май техникăна ĕçе хатĕрлесси çине тимлĕх ытларах кирлĕ. Çавна чылай çĕрте тĕпе хураççĕ те.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслессипе часах ĕçсем пуçланĕç. Халĕ хуçалăхсенче техникăна юсаса йĕркене кĕртессипе тимлеççĕ. «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Алмаз» хуçалăхсенче, С.Волков, В.Журавлев, В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» обществăра çур акине ăнăçлă ирттерессишĕн тăрăшни яр уççăнах курăнать. Ку хуçалăхсенче, тĕпрен илсен, техникăн 80-90 проценчĕ ĕçе юрăхлă. Хĕрÿ тапхăр çирĕп ыйтать, çавна май часах машина-трактор паркĕсенче тĕрĕслевсем пулĕç. Ку енĕпе районта график туса хатĕрленĕ. Сăмахран, апрелĕн 1-мĕшĕнче техникăна «Чăваш Ен ял хуçалăх продук- чĕсем» обществăра, апрелĕн 6-мĕшĕнче «Журавлев» хресчен-фермер, апрелĕн 8-мĕшĕнче Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче, апрелĕн 13-мĕшĕнче - «Правда» обществăра, 15-мĕшĕнче «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕнче тишкерĕпĕр. Çакна та палăртас килет, техникăна тĕрĕслесси çулталăкĕпех тăсăлать, мĕншĕн тесен трактор-машина, кăкарса ĕçлемелли ытти техника та яланах юсавлă пулмалла. Йĕркеллĕ маррипе çул çине вуçех те тухма юрамасть.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче кашни техникăна уйрăммăн пăхса тухатпăр. Пурте йĕркеллĕ пулсан техника тĕрĕслевĕ витĕр тухни çинчен свидетельство паратпăр. Уйрăм механизаторсем çине те пысăк тимлĕх. Вĕсен пĕрлех удостоверени, хăш техникăпа ĕçлеме пултарни çинчен категори, техникăна страхлани çинчен те документ пулмалла.

Техника тĕрĕслевĕ çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнисем те пур-ха. «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ, «Колос» хуçалăх, хăш-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕсем те техникăна тĕрĕслеттерессишĕн васкамаççĕ. Хальхи вăхăтра уйрăм çынсен аллинче техника уйрăмах нумай. Тĕрĕслеве тăратас енĕпе тимсĕррисем те палăраççĕ.

Константин МАЙОРОВ,

районти гостехнадзор аслă инспекторĕ.



21 марта 2016
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter