Крым Раççейпе пĕрлеш­нĕренпе икĕ çул çитрĕ. Шăпах икĕ çул каялла пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кремльте Крым Респуб­­­­­­­­­ликине Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă, ăна халалланă уяв Шупашкарта анлăн иртрĕ

 


Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов, республика Правительствин членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, регионти депутатсем, общество организацисен представителĕсем, социаллă тытăмра вăй хуракансем, студентсем, ветерансем, республикăри тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ертӳçисем, хула çыннисем Раççейпе Крым пĕрлешнине халалласа ирттерекен пысăк уява хутшăннă. Асăннă акцине 10 пин ытла çын пухăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява Раççейе, Чăваш Ене юратакан гражданин пек килнине асăннă. Истори енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине те палăртса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче. «Паян Крым Раççейпе пĕрлеш­нĕренпе икĕ çул çитрĕ. Шăпах икĕ çул каялла пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кремльте Крым Респуб­­­­­­­­­ликине Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Крым каялла хăйĕн çемьине таврăнчĕ, ку чи пахи», - тенĕ Михаил Игнатьев. Иртнĕ çулсем хушшинче Крыма сахал мар пулăшу кӳнĕ. Яланах пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçленине асăннă. Малашне те çак ырă йăлана тытса пырассине палăртнă. Чăваш Республики Крыма экономикăн тĕрлĕ пайĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Социаллă сферăри ĕçсем те çӳллĕ шайра пулса пынине каланă. Тăлăх ачасене Крыма канма лагерье вырнаçтарма май килнĕ. «Çĕршыв Президенчĕ тата Крым халăхĕн тĕрĕс йышăнăвĕ пурне те хавхалантарать. Ăна пурнăç та кăтартса пачĕ. Пирĕн Çĕршывăмăршăн чун пурин те савăнать. Эпир пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов. «Пĕрле чухне пире парăнтарма хĕн. Хальхи пурнăç таппинче шăпах та пирĕн пурсăмăрăн та Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле яланах пулмалла. Пĕрле пулсан, нимĕрле йывăрлăх та пире ĕçлеме чăрмантараймĕ», - тенĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.   1954 çулта Украина йышне кĕртнĕ çурутрав тинех, 60 çул иртсен, Раççее таврăнчĕ. 2014 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче унта истори пĕлтерĕшлĕ референдум иртнĕ, республикăра пурăнакансен 97% яхăн йышĕ Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăланă. Чăннипех — пысăк уяв. Ăна пĕтĕм çĕршыв паллă тăвать. Çав шутра — Чăваш Ен те. Крым пирĕн республикăшăн та çывăх. Çурутравра чăвашсем те йышлăн пурăнаççĕ. Пĕлтĕрхи нарăс вĕçĕнче вара Чăваш Республикин делегацийĕ Крымра пулнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крымпа Чăваш Ен тĕрлĕ сферăра килĕштерсе ĕçлесси пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетнĕ.  Уяв концертпа вĕçленчĕ, ăна «Эпир пĕрле» ят панă.Тĕплĕнрех

 



21 марта 2016
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter