Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Ĕçе пухăннисем çурт-йĕр ыйтăвĕпе çыхăннă самантсене сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ эрнере регионта Раççейри Строительсен Пĕрлешĕвĕ Правленийĕн анлă ларăвĕ иртнине аса илнĕ. «Пирĕн республикăра Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан строительство енĕпе лару-тăру аван. Пур-пĕрех эпир лайăх ăнланатпăр, çурт-йĕр туянас текенсен шучĕ чакса пынине», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Паянхи тĕллев – халăха ĕçсĕр хăварма юрамасть. Раççей Ĕçлев министерствипе пĕрле çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă программăпа тĕллевлĕн ĕçлесе пыратпăр. Халăха яланах чăннине каламалла, суеçтерме юрамасть. Лару-тăрăва çынсен лайăх ăнланса пымалла», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков  хальхи вăхăтра регионта пĕтĕмпе комплекслă строительство ĕçĕсене пурнăçлама 56 проект йышăнса хăварнине пĕлтернĕ. Иртнĕ çул строительство енĕпе тăрăшакансемшĕн çăмăлах мар пулнине каланă. Тĕнчери экономика йывăрлăхне кура, çынсем çурт-йĕр туянас текенсем сахалланнă. Пĕлтĕр строительсем пĕтĕмпе 832,8 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хăпартса лартнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене хута ярассипе регион ăнăçлă ĕçлени курăнать, 2014-мĕш çултипе танлаштарсан 119 процент пулнă. Кăçал кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пĕтĕмпе 39,5 пин тăваткал метр чухлă пурăнмалли çурт-йĕр хăпартса лартнă. Палăртнă тăрăх, 2016-мĕш çулта пĕтĕмпе 720 пин тăваткал метр чухлĕ хваттерсем хута яма палăртса хунă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта çуртсем тăвассипе патшалăх программисем пурнăçа кĕрсе пынине асăннă. 2016-мĕш çулта 8,5 млрд. тенкĕ строительство пайне уйăрма палăртнă, вĕсенчен çурт-йĕр хăпартса лартма пурĕ 2 млрд.тенкĕ пăхса хăварнă. «Енчен те строительсем яваплăха туйса ĕçлесен, парăмсене пуçтарса ямасан, халăха вăхăтра ĕçпе тивĕçтерсен пысăк пулăшу. Предпринимательсем налуксене вăхăтра тӳлесен, уçăмлăн ĕçлесен, тĕрлĕ конкурс ĕçне те хутшăнма ирĕк пулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков  Чăваш Республикин тĕп хулинче пĕлтĕрхи çул 400 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янине асăннă. Кăçал вара кăтарту чакасси сисĕнет, вăл 25 процент чухлĕ пĕчĕкленесси те паллă.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Чепрасова 2015 çулта муниципалитетра пурĕ 40,4 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнине асăннă. 2016-мĕш çулта вĕсем 57 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута яма тĕллев лартса хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ертӳçĕне муниципалитетра йĕркесĕрлĕх пирки каласа хăварнă. Çĕнĕ Шупашкарти Политехника общежитийĕ тăрăхĕнче ăшăпа тивĕçтермелли трасса пăрăхĕсем çара пулнине каланă. «Эпĕ вĕсене тытса хам тĕрĕслерĕм. Пăрăхĕсем вĕри, анчах та вĕсене çавăрса тирпейлемен, ăшă урама ан тухтăр тесе. Вĕсем хĕлĕпе урама ăшăтса тăнă. Йĕркесĕрлĕхе курнă хыççăн, эрне иртнĕ, анчах та ĕç-пуç вырăнтан тапранман. Кун пек тирпейсĕрлĕх пулмалла мар, ертӳçĕсене явап тыттармалла», - тенĕ вăл. Ольга Чепрасова пăрăхсемшĕн «Коммуналлă технологи» ТМЯО яваплине пĕлтернĕ, унăн генеральнăй директорĕ Юрий Алексеев. Çитменлĕхсене çитес вăхăтра пĕтерме шантарнине каланă.

Çурт-йĕр сутассипе çыхăннă ыйтусем пирки тата строительство тытăмĕнчи лару-тăрупа «Эйм-Инвест» АУО генеральнăй директорĕ Анатолий Леонтьев, «Отделфинстрой»  ТМЯО ертӳçи Александр Черкунов,  «СУОР» ТМЯО гендиректорĕ  Владимир Ермолаев паллаштарнă. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, строительство пайĕ лайăхах аталанса пырать имĕш. Банк уйăракан кредитсем пирки Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский тата Раççей Ял хуçалăх банкĕн регионти уйрăмĕн директорĕ Ирина Письменская тĕплĕн каласа кăтартнă.  Михаил Игнатьев «Устра» ТМЯО ĕçĕпе халăх кăмăлсăрланни пирки пĕлтернĕ.

«41 çын строительство пайне кĕрсе юлнă, 65 млн. тенкĕлĕх укçа пухнă. Хальхи самантра суд ĕçлет. «Савва» компанипе пулса иртнĕ кăлтăк пекех», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Ку пуриншĕн те паллă ултавлă ĕç. «Премиум инжиниринг» компани Ертӳçи Андрей Николаев. Вăл Шупашкарти Гостелло урамĕнче те çурт хăпартма пуçланă. Унăн строительство ĕçне тытăнма нимĕнле ирĕк те пачах та пулман. Хальхи самантра право хуралĕнче ĕçлекенсем ыйтăва уçăмлатассипе тăрăшаççĕ",  - тесе асăрхаттарнă  Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. Михаил Игнатьев хула ертӳлĕхне халăхпа тĕл пулса калаçма хушнă, ыйтусене ăнлантарса пама каланă. «Пурне те тĕрĕссине каламалла, суя çынсен аллисене лекессинчен пăрса хăвармалла», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Ку хутĕнче «Ютон» компанине, унăн ертӳçи Юрий Ватлин, ăна та хирĕçлесе илнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрсем патне илсе пыракан çулсене тирпейлеме хушнă.

 Çулсем çинчи йĕркесĕрлĕхсем пирки Чăваш Енри çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн чарăнса тăнă.  Ытларах çулсем çинче инкек пулакан вырăнсенче пĕтĕмпех фото-видео вырнаçтарнă. Пĕлтĕрхи çул 372 пин водитель патне административлă право йĕркине пăснăшăн постановленисем ярса панă. 2016-2018-мĕш çулсем валли ятарлă мероприятисен Планне пăхса хăварнă.  Калас пулсан, вырнаçтарнă фото-видеосенчен 70 проценчĕ çеç ĕçлет.

Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев тухăçлă ĕçлеме çак фактор та чарнине асăннă, бюджета 29 млн. тенкĕ чухлĕ пуçтарăнса пĕтерейменнине асăннă. «Çынсен пурнăçĕ чи хакли. Фото-видео вырнаçтарнине кура, авари сахалрах пулни те куçкĕретех. Пур вырнаçтарнă хатĕрсен те туллин ĕçлемелле, юсавлă марисене тирпейлесе çитермелле», - тесе асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ, ыйтăва çитес вăхăтрах йĕркене кĕртме хушнă.

 



22 марта 2016
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter