Гражданла общество аталанăвĕн фончĕ губернаторсен ту­хăç­лăхне палӑртакан Рейтингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухăçлă ĕçлекенсен шутĕнче, иккĕмĕш ушкăна - çӳллĕ рейтинга кĕнĕ

Гражданла общество аталанăвĕн фончĕ губернаторсен ту­хăç­лăхне палӑртакан 13-мĕш рейтинг пĕтĕмлетӗвне тунӑ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухăçлă ĕçлекен губернаторсен шутне кĕнĕ, рейтингра вӑл тата çӳллĕрех вырăна ҫӗкленнӗ, пĕтĕмпе 71 балл пухса малтанхи рейтинг кăтартăвне 2 карт ӳстернӗ - 32-33  - мĕш вырăн йышӑннă, иккĕмĕш ушкăна лекнĕ, çӳллĕ рейтинга кĕнĕ (75-55). Экспертсемпе тĕп­чевçĕсем   регионсен социаллӑ экономикӑллӑ вырӑнне шута илнӗ. Унта регионти мӗнпур продукци калӑпӑшӗ (ВРП), пӗр ҫынна пырса тивекен ВРП калӑпӑшӗ, промышленность шайӗн улшӑнӑвӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ, вӑтам ӗҫ укҫипе «потребитель карҫинккин» шайлашӑвӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне тӗпчевре  Халӑх шухӑшӗ фондӑн тата экспертсен шухӑшӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх статистикин федераллӑ службин кӑтартӑвӗсемпе усӑ курнӑ. Ку танлаштарӑмра тӗрлӗ тӑрӑхсен ертӳҫисен ӗҫне хаҫат-журнал таврашӗ мӗнле ҫутатнине те шута илнӗ.



22 марта 2016
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter