Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чăваш спортсменĕсене хатĕрлес ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă

 Нарăс уйăхĕн 12- 21-мĕш кунĕсенче  Лиллехаммерта (Норвегире) хĕллехи II-мĕш Олимп вăййисем иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмпе пухмачра  24 медаль пулнă, вĕсенчен 7-шĕ ылтăн, 8-шĕ кĕмĕл, 9 медалĕ бронза. Хĕллехи Олимп вăййинче пурĕ 1100 спортсмен хутшăннă, вĕсем 15-18 çула çитнĕ яш-кĕрĕм. Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чăваш спортсменĕсене хатĕрлес ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă. «Раççей пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Республикинчен  Лана Прусакова ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Тав сăмахĕсене Лана Прусаковăна тата унăн тренерне, спорт учрежденине илсе çитерме сĕнетĕп, май пулсан укçан пулăшу кӳме ыйтăва пăхса  тухма ыйтатăп. Малашне те ăста спортсменсем  Корея Республикинче хĕллехи XXIII-мĕш Олимп вăййисенче Раççейшĕн пысăк çитĕнӳсем тăвассине шанатăп», - тенĕ Виталий Мутко хăйĕн çырăвĕнче.



22 марта 2016
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter