Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи тĕрлĕ политика партийĕсен ертӳçисемпе тĕлпулу ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи тĕрлĕ политика партийĕсен ертӳçисемпе тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕсем: Михаил Резников, Алла Салаева,  республикăн финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Игорь Кушев, Петр Краснов,  Дмитрий Евсеев, Андрей Кулагин, Игорь Моляков хутшăннă. Республика Ертӳçи Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене уçă калаçăва хутшăннăшăн тав тунă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма чĕнсе каланă. «Çакăн йышши тĕлпулусене йĕркелесе ирттересси йăлана кĕчĕ. Эпир яланах пур ыйтăва та итлеме хатĕр, халăх сĕнĕвĕсене шута илетпĕр. Калас пулсан, нумай ыйтусене вăхăтрах татса паратпăр, хăшĕ-пĕрисене вара финанс çителĕксĕр пулнине кура çийĕнчех татса пама май килмĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев, пухăннисене вăл тепĕр хут аса илтерсе хăварнă, республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине. Укçа-тенкĕ пĕтĕмпех патшалăх программине тĕпе хурса тăкакланнине каланă, республика Правительстви пысăк йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. Калăпăр, паянхи кун пурне те канăçсĕрлетекен ыйту – Тракторсем тăвакан заводăн шăпи. Ыйтăва кирлĕ пек татса пама РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев патне те ыйтса çырнине аса илнĕ. «Пурин те пĕр тĕллев - халăха ĕçсĕр тăратса хăварассинчен асăрханса тĕрлĕ мерăсем шырасси. Паянхи пурнăçра квалификациллĕ специалистсем кирлĕ, вĕсене упрама тăрăшмалла», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Пĕлтĕрхи çул Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ пурĕ 100 саккун йышăнса хăварнă. Пысăк ĕç пурнăçланăшăн, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн пурне те тав тунă Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хăйĕн сăмахĕнче пурте пĕр командăра пулнине, социаллă экономика енĕпе çыхăннă ыйтусене татса парассипе тăрăшнине палăртнă. Республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çитес Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Чăваш Ен Правительствин 2015-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки доклад пулассине асăннă. Яланах кулленхи ĕçре депутатсен сĕнĕвĕсене шута илнине, вĕсем палăртакан ыйтусем çине вăхăтра хурав панине пĕлтернĕ, депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçлени халăха кăсăклантаракан ыйтусене тухăçлă татса пама пулăшнине палăртнă. Калаçу вăхăтĕнче бюджетпа çыхăннă ыйтусене, «Коммуналлă технологи» предприяти пирки те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăх патне яланах тĕрĕс хыпарсене илсе çитермеллине асăннă. Ку хутĕнче ĕçе кӳлĕннисем обществăлла политика лару-тăрăвĕ пирки те тĕплĕн пăхса тухнă, актуаллă ыйтусене хускатнă. Чăваш Ен Правительствинче тухăçлă ĕçлеме пĕлекенсем пухăннине каланă Михаил Игнатьев, ертӳçĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланине пĕлтернĕ.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев çакнашкал тĕлпулусене малашне те пулассине шантарнă. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев кăçал РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене халăх суйласси пирки те аса илнĕ, суйлавра пăтăрмахсем тума юраманнине, саккуна пăхăнса пурин те ĕçлемеллине çирĕппĕн асăрхаттарнă. Тĕплĕнрех



22 марта 2016
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter