Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрий Васильева Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийӗн Ертӳçи пулма шанни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнӗ

 


Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийӗн Ертӳçипе Юрий Васильевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳçи Юрий Васильева Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийӗн Ертӳçи пулма шанни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев асӑннӑ йышăнăва право йĕркине сыхлакан тытӑмсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче право йӗркине тивӗҫтерес ыйтусемпе тухăçлă хутшӑнусем йӗркелеме кирлипе сӑлтавланӑ. «Республикăра обществăпа политика лару-тăрăвĕ ҫирӗп, анчах та ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем те тупӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирĕн Чăваш Республикин территорийĕнче социаллӑ стабильлӗхе тивӗҫ­тер­мелле», - тенĕ Михаил Игнатьев калаçăва малалла тăснă май. Регионта Коррупцие хирĕç кӗрешмелли наци планĕн мероприятийӗсем йĕркеллĕ пурнăçланаҫҫӗ. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине коррупцине хирĕç кĕрешмелли мероприятисене пурнӑҫлас тӗлӗшпе пилотлă регион тесе йышӑннӑ. «Плана пурнăçланӑ шайра республикăра тунӑ ӗҫсен тухăçлăхне палăртнă. Коррупци тӗслӗхӗсене сахал мар тупса палăртнă. Таса чунпа ĕçлемен ертӳçĕсене вăхăтра явап тыттарнă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинӑн хушăвĕсене тĕпе хурса, эпир малашне те йĕркесĕрлĕхе çирĕп тĕрĕслесе пырăпăр», - палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Юрий Васильев регион Ертӳçине тав тунă: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийӗн Ертӳçи умне лартнă пур тĕллеве те халиччен яваплăха туйса, таса чунпа пурнӑҫласа пынӑ.  Малашне те республика Правительствин тухӑҫлӑ ӗҫлекен командипе пӗрле хамăр умри тĕллевсене ӑнӑҫлӑн татса парӑпӑр», - тенĕ.  Аса илтеретпĕр, Юрий Егорович Васильев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийӗн Ертӳçи пулса 2014-мĕш çулта раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăннă.



22 марта 2016
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter