Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

 Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Лару ĕçне пуçличчен, республика Ертӳçи Лиллехаммер хулинче хĕллехи II-мĕш Олимп вăййисенче чемпион ята тивĕçнĕ Лана Прусаковăна тата унăн тренерне Никита Васильева Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса чысланă. Çитес вăхăтрах Чăваш Республикин Спорт министерствине чемпионкăна тата унăн тренерне укçан пулăшу парасси пирки йышăну ĕç хутне хатĕрлеме хушнă. Пуласлăхра хĕрупраçăн пысăк тĕллев пулнине каланă Михаил Игнатьев. 2018-мĕш çулта Пхенчхан хулинче  хĕллехи XXIII-мĕш Олимп вăййисем пулĕç, ăна валли те тĕплĕн хатĕрленме сĕннĕ спортсменкăпа унăн тренерне. Республика Ертӳçи хĕллехи спортра хутшăнса çитĕнӳсемпе палăрнисене уйрăммăн палăртса хăварнă. «Калăпăр, Татьяна Акимова биатлонистка, Дмитрий Мулендеев слоуп-стайл енĕпе хăйне кăтартса пачĕ. Эпĕ, чăннипех те, хамăрăн спортсменсемшĕн савăнатăп. Вĕсем çĕршыв чысне çӳлтен çӳле çĕклерĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи ларура Чăваш Республикин 2015-мĕш çулхи республика бюджетне пурнăçлани пирки калакан саккун проектне Патшалăх Канашне тăратма йышăннă.  Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина  пĕлтĕрхи республика бюджечĕ 37 млрд.122 млн. тенкĕпе танлашнине, 2014-мĕш çулхипе пăхсан 240 млн. тенкĕ ытларах пулнине пĕлтернĕ. Тăкаксене 100 процент пурнăçланă. Вĕренӳ пайне 28,1 процент, социаллă политикăна 20,5 процент, сывлăх сыхлавне 17,2 процент чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикин Территори фончĕн обязательнăй медицина страховани пирки калакан саккун проектне те йышăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта пурăнман, урăх республикăсенче шутланса тăракан ĕçсĕр граждансене уйăракан укçа-тенкĕсене тĕплĕн пăхса тухмаллине асăрхаттарнă республикăн сывлăх сыхлавĕн министрне.  Паянхи кун тĕлне нумай çын страховани полисне пирĕн республикăра илнĕ, анчах та хăйсем республика тулашĕнче пурăнаççĕ, унта шутланаççĕ. Кун пек пурăнакан 15 пин çынна тупса палăртнине пĕлтернĕ Алла Самойлова. Йĕркесĕрлĕхе çийĕнчех пĕтерме  хушнă Михаил Игнатьев. Эмелсен пахалăхĕсем, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе çынсене тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, çирĕп йĕрке пулмаллине палăртнă.

Ларура Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин 2015-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, çирĕплетсе хăварнă. Çулталăк тăршшĕпе пирĕн регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем ытти регионсемпе танлаштарсан самай пĕчĕк пулнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Кăтартусене илес пулсан, Чăваш Енре çĕрулмине лартса çитĕнтерес ĕç кирлĕ пек шайра пулса пырать. Ку енĕпе регион федерацин Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăнта тăрать, Раççей шайĕнче вара 6-мĕш вырăнта. Пуласлăхра çĕрулмине халăх патне илсе çитерес пулсан, ăна лавккасене тирпейлесе тăратмаллине, çума та типĕтме те тĕрлĕ цехсем хута яма палăртмаллине асăннă республика Ертӳçи. Сĕт пирки сăмах пуçарнă май, унăн витĕмĕ пирки калаçнă. «Мĕн ачаран халăх сĕт ĕçсе çитĕннĕ. Сĕт-çупа ĕçлесси яланах тупăшлă.  Паян çĕршывра 8 млн.тонна тавар çитмест, çавăнпа та çынсен ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Хальхи пурнăç таппинче кану кунĕсенче халăх валли социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене тĕрлĕ пасарсенче сутма ятарлă вырăнсем хатĕрлеççĕ, чи пахи вара, пахча çимĕçе пĕчĕк хаксемпе те туянма меллĕ. Кун пирки çынсене тăтăшах пĕлтерсе тăмалла. Кăçалхи çуркуннехи уй-хир ĕçĕпе çыхăннă ыйтусем тавара та тĕплĕн калаçнă. Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, республикипе акса çитĕнтермелли çĕрсен лаптăкĕ 580 пин гектар йышăнать, пĕлтĕрхипе илес пулсан 101,1 процент. Республика Ертӳçи регионти усă курман çĕрсен шăписемпе кăсăкланнă, районсенче пусă çаврăнăшне кĕртессипе епле тăрăшнине ыйтса пĕлнĕ министртан.  Кăçал пĕтĕмпе усă курăнман 18 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе хăварма палăртнине каланă ял хуçалăх министрĕ.

Етĕрне районĕнче автомашина çулĕсене сарма çĕрсене патшалăх пурлăхĕ теме ĕç хучĕсене йышăнассипе çыхăннă уйрăм самантсене хускатнă. Кунсăр пуçне ытти хăш-пĕр районсенче те çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăнусем кĕртсе хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев 2016-мĕш çулăн II-мĕш кварталти планне пăхса тухнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



23 марта 2016
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter