Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хĕллехи II-мĕш Олимп вăййисен чемпионкипе Лана Прусаковăпа тĕл пулнă

 


Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хĕллехи II-мĕш  Олимп вăййисен чемпионкипе Лана Прусаковăпа тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ  хăйĕн сăмахĕнче Олимп вăййисен тапхăрĕсенче спортсменсен ăсталăхне çав тери кăмăлтан сăнаса пăхса пынине пĕлтернĕ. «Мана питĕ кăмăллă, пирĕн Чăваш Ен хĕрĕ чемпионка ята çĕнсе илни. Эпир, сирĕншĕн мухтанатпăр тата  сирĕнпе мăнаçланатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Эпĕ сирĕн ятăрпа Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕнчен Виталий Муткоран Тав çырăвне илтĕм. Шанатăп, Пхенчхан хулинче иртекен хĕллехи XXIII-мĕш Олимп вăййисенче те сире командăна кĕртессине, çитĕнӳсемпе пире савăнтарасса», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.   Республика Пуçлăхĕпе калаçнă чухне çамрăк хĕрупраç спортри самантсем пирки каласа кăтартнă. «Ăмăртусем маншăн çав тери йывăр пулчĕç. Мĕншĕн тесен, çак ăмăртусенче хăй вăхăтĕнче Швейцарире чӳк уйăхĕнче иртнĕ мероприятире мана çĕнтернĕ спортсменкăсем те пулчĕç. Эпĕ çав тери хытă хумхантăм. Маншăн çак Олимпиада пĕрремĕш çитĕнӳ пулчĕ, хамăн ăсталăха пур енлĕн кăтартса пама пултартăм», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне 15 çулхи чемпионка, çамрăк хĕрупраç, паллах, çитĕнӳсем тăвасси тренертан та нумай килчĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă. «Фристайл спортне киличчен, икĕ çул малтан ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнассипе хатĕрлентĕм, анчах та, кăлăхах, манăн нимĕн те пулмарĕ. Çак спорта хирĕçлеме те шухăш кĕчĕ. Ун чухне вара мана слоуп-стайл енĕпе хама тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕç. Шăпах та вара манăн, кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ», - тесе каланă. Малашне Олимп вăййисен чемпионки 2018-мĕш çулта ирттерме палăртнă хĕллехи Олимп вăййисене хатĕрленме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. «Эсир, пурсăмăра та пире мĕнле ĕçлемеллине кăтартса патăр. Çитĕнӳ тăвас тесен, сахал мар вăй хумалла», - тесе палăртнă регион Ертӳçи. Лана Прусаковăна тата унăн тренерне Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет парса чысланă. Тĕплĕнрех

 



23 марта 2016
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter