Терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту – регионти спорт объекчĕсене терроризмран сыхă тăратасси, уйрăмах 2018-мĕш çулта футбол выляссипе FIFA тĕнче Чемпионатне ирттернĕ тапхăрта. Раççейри футбол ассоциацийĕн планĕ тăрăх,  ун чухне ушкăнсене футбол выляма 64 база çирĕплетнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, тренировкăсене ирттерме Шупашкар хулинче вырнаçнă икĕ стадиона: «Олимпийский» тата «Спартак» объекчĕсене кĕртнине каланă.  «Пирĕн пысăк мероприятисем ирттерессипе паха опыт пур. «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума та питĕ çӳллĕ шайра йĕркеленине хăнасем пĕр хуччен мар палăртрĕç», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - халăха упрасси, ăна сыхласси пулнине асăннă. Федерацин тĕрлĕ нормативĕсене пăхăнса объектсене кирлĕ пек пĕтĕмпех хатĕрлесе çитермеллине çирĕп каланă. Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Яковлев тата çӳлерех асăннă стадионсен ертӳçисем: Олег Булыгинпа Александр Осипов, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Алексей Ладыков чемпионата хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов хăйĕн сăмахĕнче тĕнче шайĕнче ирттерме палăртнă мероприятире хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан пулăмсене сирме яланах сыхă тăрасси - тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине, ку енĕпе пурин те тимлĕхе çухатма юраманнине каланă, çакнах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



23 марта 2016
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter