«Рейтинг» Информаципе коммуникаци центрĕ «Наци рейтингĕ» проектпа килĕшӳллĕн 2016-мĕш çулта пуçласа тĕпчев ĕçĕн пĕрремĕш кăтартăвне пичетлесе кăларнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри чи лайăх ăста ĕçлекен губернаторсем шутĕнче

«Рейтинг» Информаципе коммуникаци центрĕ «Наци рейтингĕ» проектпа килĕшӳллĕн  2016-мĕш çулта пуçласа тĕпчев ĕçĕн  пĕрремĕш кăтартăвне пичетлесе кăларнă. Хаклавра Раççей федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен ĕç тухăçлăхне тишкернĕ. «Рейтинг» ЦИК пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрремĕш ушкăнра тăрать. Малтанхи рейтинг ĕç кăтартăвĕпе танлаштарсан, Михаил Игнатьев пĕр балл çӳлерех хăпарнă, вăл ун чухне 19-мĕш вырăнта тăнă пулнă, федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче 3-мĕш вырăна тухнă. Рейтинг хатĕрленĕ чухне тĕпчевçĕсем федерации тата регионсен эксперчĕсен тĕп шухăшĕсене, вĕсен кăтартăвĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Шăпах та, çак çăлкуçсем тĕпчевçĕсен тĕп шăнăрĕсем пулса тăнă та ĕнтĕ.



23 марта 2016
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter