Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин çар комиссарĕпе Александр Мокрушинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин çар комиссарĕпе Александр Мокрушинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Кăнтăр çар округĕнче çар транспорчĕсен авиацине тата ытти тытăмсене çара хатĕррипе хатĕр марине тĕрĕсленине пĕлтернĕ.  «Пирĕн республика практикăсăр ирттерекен мероприятисене те хутшăнать. Ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе çитерме тăрăшатпăр. Ку енĕпе лару-тăру йĕркеллĕ пулса пырать», - тесе каланă Чăваш Ен çар комиссарĕ.  Михаил Игнатьев пур енлĕн те питĕ тĕплĕн хатĕрленмеллине асăрхаттарнă, ăнсăртран тухма пултаракан инкекрен хăтăлассипе яланах хатĕр тăмаллине çирĕп каланă. Ку хутĕнче ертӳçĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунă кунне хатĕрленсе, çитĕнекен ăрупа тăтăшах патриотла воспитани парас енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелемеллине асăннă.  «Çĕнтерӳ парадне пирĕн чи çӳллĕ шайра ирттермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Шăпах та çак паллă мероприяти çитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, Тăван çĕршыва юратма вĕрентнине каланă республика Ертӳçи.



23 марта 2016
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter