Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Культура – пирӗн обществӑн ҫирӗплӗх кӳрекен витӗмлӗ пайӗ. Пире кӑмӑл-сипетӗн ул­шӑнми хак­лӑ­хӗсем тавра пӗрлештерсе, ҫынсен ӑс-хакӑлне ата­лантарма тата вӗсене хӑйсен пултару­лӑхне туллин уҫса пама пулӑшса, тӗрлӗ наци ҫыннине ӑнланмалли май шутланса вӑл этеме ти­вӗҫ­лӗн пӑхса ҫитӗн­терес, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес, ҫӗршыв пӗр­пӗ­тӗм­лӗхне сых­ла­са упрас ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать.

Чӑваш Енре культура отрасльне аталантарас, кунта пурӑнакансен пул­тарулӑх вӑй-хал­не ӳстерсе пырас, республикӑри нумай нациллӗ халӑ­хӑн хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркин тата пул­та­рулӑхри ҫитӗнӗвӗсен паха пӗрлӗхӗ шутланакан сайра йышши культура ет­керлӗхне сыхласа пурӑнас енӗпе ты­тӑмлӑн ӗҫлеҫҫӗ.

Пултарулӑх ӗҫ-хӗлне хавхалантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫ­лӑхӗн гран­чӗ­се­не парасси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Культура учрежденийӗсен пур­лӑхпа техника никӗсӗ йӗр­кел­лӗн ҫирӗпленсе пырать, вӗсене сывлӑх тӗ­лӗ­шӗнчен хевтесӗр тата питех тухса ҫӳреймен ҫынсем­ те пӗр чӑрмавсӑр ҫӳреме  пултараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ культурӑпа кану учрежденийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Пӗлтӗр Чӑваш тӗррин музейне уҫни паллӑ пулӑм пек асра юлчӗ. Раҫҫейри кино ҫулта­лӑкӗнче кинозалсен тытӑмне анлӑлатма, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш ху­лисенчи клубсене цифра кинообору­довани­йӗпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.

Ялти культурӑпа кану учрежденийӗсене аталантарасси ҫине уйӑракан тимлӗх те пысӑк. Юлашки пилӗк ҫулта ял ҫӗрӗнчи 150 культура объектне юсанӑ тата модернизациленӗ. Кӑҫал чылай ҫул хушшинче пуҫ­ласа нумай ӗҫ-хӗллӗ ҫӗнӗ культура центрӗсем тума палӑртнӑ. Вӗ­сене Вӑр­мар, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче туса лартмалла. Малашлӑхра ҫак программа республикӑри ытти районта та пурнӑҫланӗ.

Отрасль ӗҫченӗсем культурӑпа ҫут ӗҫ анинче тӑвакан ӗҫ-хӗл уйрӑм тав сӑмахне тивӗҫ. Эсир тӑрӑшса пурнӑҫлакан ӗҫ хӑйӗн ырӑ ҫимӗҫне кӳни савӑнтарать – пӗлтӗр Чӑваш Ен ҫӗр­шыври чи вулакан ҫирӗм регион йышне кӗчӗ, хушма пӗлӳ илекен ачасен шучӗ те ҫулсерен ӳсет.

Сире пархатарлӑ ӗҫӗршӗн, пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн тата  хӑвӑр профессие юрат­нӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп. Пӗтӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, ҫӗнӗ ҫутӑ тӗл­лев­сем, мӗн пур пуҫарура ӑнӑҫусем сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                               М. Игнатьев



24 марта 2016
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter