Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă

 Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче регионта право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, республикăра асăннă ыйтупа лару-тăру аван пулнине, пур-пĕрех çула çитмен ачасем  йĕркене пăснă тĕслĕхсем пуррине пĕлтернĕ. «Ĕç-пуçа комплекслă сӳтсе явмалла, тӳрех сăлтавĕсене тупса палăртма тăрăшмалла. Хыпарсене ятарлă службăсене, ашшĕ-амăшĕсем патне те вăхăтра илсе çитермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ларăва пухăннисем право йĕркине пăсассинчен хатĕрлесе ирттернĕ профилактика ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев доклад тунă.  Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов, РФ федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков хăйсен управленийĕсен ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă, уйрăм çитĕнӳсемпе паллаштарнă. Йĕрке пăсакансене тупса палăртнă ĕç кăтартăвĕпе Федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви виççĕмĕш вырăнта тăрать. Палăртма кăмăллă, çулсем çинче аварисем тунă тĕслĕхсен шучĕ 16,6 процента çити чакнă, çынсем пурнăçран уйрăлса кайни те 15,1 процент пĕчĕкленĕ, аварире сусăрланнисен шучĕ 10,2 процент сахалланнă. Пĕлтĕрхи çул наркотиксемпе суту-илӳ тума хăйнă виçĕ пысăк ушкăна тупса палăртса явап тыттарнă, пурĕ вĕсем 44 çын пулнă. Калас пулсан, паянхи куна регионта наркотиксемпе алхасакансен шучĕ питĕ сахал тесен те йăнăш мар, ятарлă службăсем ыйтăва çивĕч тĕрĕслени куçкĕретех. Следстви органĕсенче тăрăшакансем халăха ĕçпе тивĕçтерекенсем вăхăтра ĕç укçине кирлĕ пек шайра парса пынине тĕрĕслесе пыраççĕ. 2015-мĕш çулта пĕтĕмпе производствăра вăй хуракансене 4 млн.200 пин тенкĕ тӳлесе татман, ку енĕпе ертӳçĕсем патне уголовнăй ĕç те пуçарнă пулнă.

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ  Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче айăпланнă халăха ĕçпе тивĕçтерни пирки каласа кăтартнă.  Министр палăртнă тăрăх, асăннă категорири çынсем, енчен те вĕсем ĕçсĕррисен шутĕнче регистрациленнĕ пулсан, 50 проценчĕ ĕçе вырнаçнине пĕлтернĕ, кунсăр пуçне вăл региона йышăннă тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕсем çинчен те тĕплĕн каласа хăварнă. Кризис вăхăтĕнче суеçтерекенсем те сахал марине, кирлĕ пек пур тĕрĕс хыпарсене те халăх патне вăхăтра илсе çитерме хушнă Михаил Игнатьев.

Чăваш Енри çынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин çынсен прависене тăтăшах пăснă тĕслĕхсем республикăра пачах та пулманпа пĕрех тенĕ. Регионти предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов пĕлтĕр вак тата вăтам предпринимательлĕх ĕçне сăлтавсăр тĕрĕслекенсен шучĕ чакнине каланă, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан икĕ хут та пĕчĕкленнине палăртнă. Регионта предпринимательлĕх ăнăçлă аталанса пынине, çине-çине йĕркене пăсакансем çукпа пĕрех тесе каланă, право хуралĕнче тăрăшакансене пур ыйтусемпе те тимлĕ пулнăшăн тав тунă.

 Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин патшалăх тата муниципалитет заказĕсем пирки ыйтупа калаçнă. Михаил Игнатьев çитес суйлав пирки сăмах пуçарнă. «Çулталăкĕпе политика ыйтăвĕсемпе ĕçлетпĕр. Халăхăн правине пăсма юрамасть, пурне те пĕр пек условисем йĕркелесе памалла, пурин те саккуна пăхăнса ĕçлемелле, суеçтерекенсенчен хăтăлма тăрăшмалла», - тенĕ.

«Енчен те çынсем саккунпа айăпланса вараланнă пулсан, вĕсен РФ Патшалăх Думипе  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче ĕçлемелле мар», - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев. Çамрăксемпе ачасем йĕркене пăснă тĕслĕхсене ытларах Пăрачкавра, Куславккара, Улатăр районĕнче палăртнă. Çав вăхăтрах ăнăçлă ĕçлекен районсем те пур, вĕсем: Шăмăршăпа Тăвай районĕсем.

 Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова хăйĕн докладĕнче кăçалхи çул  пур службăсем те пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлесе пынине кура, ачасемпе çамрăксем йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ сахалланнине пĕлтернĕ. Наркотика ачасем хушшинче сарăласран çирĕп тĕрĕслеççĕ. Вĕрентекенсем шкулсенче ятарлă плансем йышăннă. Чи пахи 14-18 çулти çамрăксене кану тапхăрĕсенче ĕçпе тивĕçтерни, уйрăмах йывăр çемьере çитĕнекен ачасемшĕн пысăк пулăшу пулнине асăннă Светлана Петрова.

 Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов хăйĕн сăмахĕнче ачасем тунă преступленисем пирки пăшăрханса калаçнă тата вĕсен шучĕ те ӳснине пĕлтернĕ. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Координаци канашĕн ларăвне пĕтĕмлетнĕ май, паянхи пурнăçра ытларах преступлени тума пултарассинчен асăрханса вăхăтра ятарлă службăсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине, ашшĕ-амăшĕсем патне хыпарсене тĕрĕс илсе çитермеллине асăрхаттарнă.  Калас пулсан, лайăх çемьере çитĕнекен ачасем те йĕркене пăснă тĕслĕхсене курма пулать, вĕсем - 60 процента яхăн. «Ачасемшĕн эпир яваплă. Вĕсене спорта явăçтарма тăрăшмалла, усăллă ĕç тума вĕрентмелле», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Раççей Федерацийĕн Федераци хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов регионта сектăсем пуррине, вĕсене халăх хушшинче сарассинчен çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине, ку енĕпе пурин те тимлĕхе çухатма юраманнине каланă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Тĕплĕнрех 



25 марта 2016
07:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter