Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн докладĕнче граждансене ишĕлекен çурт-йĕртен куçармалли программăпа килĕшӳллĕн,  2013-2017-мĕш çулсем валли палăртнă ĕçсемпе паллаштарнă.  2017 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне программăна вĕçлеме тĕллев лартнă. Чăваш Енре пурăнакан 13100 çынна хăтлă çурт-йĕре  пурăнма куçармашкăн палăртнă. Программăн виçĕ тапхăрĕпе 6,5 пин граждана хăтлă хваттерсене куçарма та ĕлкĕрнĕ. 2016 çулта республикăри 3,15 пин çынна çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Муниципалитетсенче строительство ĕçне пурнăçлама контрактсене алă пусса çирĕплетес тапхăр хĕрӳ пырать. Ку енĕпе Вăрнар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ыйтăва туллин тивĕçтернĕ, анчах та Çĕмĕрле хулинче ыйтăва вырăнтан та тапратманни сисĕнет. Иван Моторин Программăна пурнăçа кĕртессипе мĕншĕн юлса пынипе кăсăкланнă. Шăпах та, çӳлерех асăннă ыйтăва тивĕçтерменнине кура,  проектсем экспертиза тухманни те йывăрлăх кăларса тăратнине каланă министр. Ĕç хучĕсене пĕтĕмпех çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме çирĕп асăрхаттарнă. Программăн тăваттăмĕш тапхăрĕ пирки сăмах пуçарнă май, министр финанс ыйтăвĕ пирки чарăнса тăнă. «Паян муниципалитетсенче объектсене хута яма чи малтан çĕрсене хатĕрлесе çитермелле. Финанс тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пачах та çук. Кризис вăхăтĕнче строительство организацийĕсен активлăрах ĕçе хутшăнмалла.  Патшалăх программисене хутшăнса строительство пайне аталантармалла», - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Программăн икĕ тапхăрĕ хулара туллин пурнăçланнине пĕлтернĕ, пĕтĕмпе 857 хваттер хута янине асăннă. Хальхи вăхăтра программăн виççĕмĕш  тапхăрĕпе ĕçлесси пырать. «Хула администрацийĕн  372 авариллĕ хваттерте пурăнакана хăтлă çуртсене куçармалла. График кăткăс пуласси халех паллă», - тенĕ Иван Моторин. Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче республикăри тăватă муниципалитетра Программăна туллин тивĕçтерменнине асăннă. «Объектсене эпĕ хам çитсе курнă. Подрядлă организацисем çуртсене вăхăтра хута яратпăр тесе шантараççĕ. Патшалăх ыйтăва çивĕч тĕрĕслевре тытать», - тенĕ Иван Моторин. Республикăн Строительство министерствине Программăн виççĕмĕш тапхăрĕпе пулса пыракан ĕçе туллин тивĕçтерме пур майсене те йышăнмаллине, çитес вăхăтрах тăваттăмĕш тапхăра та тытăнмаллине асăрхаттарнă. Регионти ĕçлев ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тĕплĕн каласа кăтартнă. Çитменлĕхсем пуррине уйрăммăн асăннă, халăха ĕçпе тивĕçтерес ĕç кирлĕ пек шайра пурнăçланса пыманнине каланă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина ĕçлемен халăхшăн страховани пайне тӳлесе пыни, республика бюджечĕшĕн пысăк тăкак илсе килнине асăннă. 2015-мĕш çулта бюджетран 4,8 млрд. тенкĕ уйăрнă, 2010-мĕш çултан пуçласа çак кăтарту пиллĕк хут ӳссе пынă. Суя ĕç хучĕпе  организацисенче ĕçлекен 162 пин çын самай бюджета тăкак кӳреççĕ. Ытларах суя ĕç хучĕсемпе хуласенче ĕçленине асăннă пуçлăхсем. Чăваш Енри ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров çуркуннехи шыв-шуртан асăрханса йĕркелесе ирттермелли ĕçсем пирки каласа кăтартнă.  Вăл палăртнă тăрăх, республикăра пур районсемпе хуласенче те асăннă ыйтупа кирлĕ пек пур ĕçе те тирпейлесе ирттернĕ.  Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Сергей Павлов хăйĕн сăмахĕнче республикăри муниципалитетсенче шыв-шура хирĕç кĕрешессипе ятарлă комиссисем йышăннине пĕлтернĕ.



28 марта 2016
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter