Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев регионти районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх, видеоканашлу ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев регионти районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх, видеоканашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче ЕГАИС тытăмĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, суту-илӳ лавккисенче эрех сутассин тĕп йĕркисем çинчен канашланă, таварсем пахалăх енчен стандарта тивĕçнипе тивĕçменнине тĕрĕслеме май паракан ятарлă условисем тавра сăмах пуçарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен эрех-сăра сутас текенсен тавара ăçтан илсе килни пирки ЕГАИС тăрăх çирĕплетсе памаллине асăннă,  Енчен те çак çирĕп йĕркене предпринимательсем пăхăнмасан, вĕсене административлă майпа явап тыттарасси те паллă пулнине каланă.  Таварсене хамăр тăрăхра ытларах тирпейлесе кăларакансем çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн, çакă паллă, 3500 пин объектран 104-шĕнче пачах та хамăр регионта тухакан таварсем пулманни курăнать. Ку ĕçе малалла та çирĕп йĕркепе тĕрĕслессине асăннă ертӳçĕсем. Экспертсем палăртнă тăрăх, çĕршыври мĕн-пур хаяр шĕвек таварсенчен 50 процентне суя  ĕç хучĕсемпе халăх патне илсе çитерни курăнать.   «Пирĕн тĕллев – суту-илӳ лавккисенче хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене ытларах тирпейлесе тăратасси. Бюджета тултарасси пирки кашнин тимлĕ пулмалла, пур ресурссемпе те туллин усă курма тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Ачасен çуллахи канăвĕпе çыхăннă самантсем пирки Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Светлана Петрова, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская, Шупашкар хула администрацийĕн пулăхĕ Алексей Ладыков, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Чепрасова тĕплĕн чарăнса тăнă. Ачасене канма кăçал 900 организаци йĕркеленĕ, вĕсенче 99 пин ачана йышăнĕç, пурĕ ĕçе йĕркелеме 491 млн.  укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ  Сергей Димитриев ачасене кану лагерьĕсене яма путевкăсем пирки ытларах чарăнса тăнă, хакĕсем çинчен каласа хăварнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова 2016-мĕш çулта  ачасен кану центрĕсенче профиллĕ лагерьсем пулассине пĕлтернĕ. «Ачасен канăвне йĕркеллĕ ирттерме сахал мар укçа уйăратпăр. Ĕç кирлĕ пек пысăк шайра пулмалла, чи лайăх паха опытсене пурнăçа кĕртесси çине ытларах тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Пушартан сыхланассипе йĕркелесе ирттермелли профилактика ĕçĕсем пирки Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, регионта пĕлтĕр 5,5 процент пушар тухнă тĕслĕхсем сахалланнă. Кăçалхи çул та лару-тăру йĕркеллех пулассине шанса каланă. Ытларах уйсенче типĕ курăка çунтарассинчен сыхă тăмаллине, кун пек тĕслĕхсене вăхăтра тупса палăртмаллине асăннă. Каламасăрах паллă, нумай чухне халăх тимсĕрлĕхне кура, курăк çунса кĕленнĕ хыççăн, таврари вăрмана та хыпса илесси куçкĕретех пулма пултарать, çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулма ыйтнă пурне те.   Пушарсем пирки сăмах пуçарнă май, Михаил Игнатьев çынсене харпăр хăй пурлăхне страхласси çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ, халăха ыйтăва лайăх ăнлантарса пама каланă. Канашлура Михаил Игнатьев нумаях пулмасть, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ ирттернĕ канашлу пирки каласа кăтартнă.  Паллă пулăма Раççей транспорт Министрĕ Максим Соколов, Федерацин Çул-йĕр агенствин ертӳçи Роман Старовойт, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй Прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, округри регионсен пуçлăхĕсем,  Федераци Канашĕн членĕсем, патшалăх влаç органĕсен, обществăлла организацисен представителĕсем пухăннине пĕлтернĕ. Ларура транспорт ыйтăвне тĕплĕн сӳтсе явнине каланă. РФ Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республики  федерацин Атăлçи округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, çулсем валли уйăрнă укçа-тенкĕне тухăçлă тата ăна вăхăтра усă курнин кăтартăвĕпе чи лайăх ĕçлекен икĕ регион шутне кĕнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Федерацин çул-йĕр агенствин ертӳçи Роман Старовойт  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине пулăшусене туллин куçарса парассине каланă. Уйрăмах, Шупашкарти Мускав кĕперне хута ярас ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытнине асăннă. Канашлура ытти актуаллă ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 Тĕплĕнрех



28 марта 2016
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter