Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Саранск хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă канашлăва хутшăннă

 Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Саранск хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă канашлăва хутшăннă.   Федерацин Атăлçи округĕн Канаш ларăвне Раççей транспорт Министрĕ Максим Соколов, Федерацин çул-йĕр агенствин ертӳçи Роман Старовойт, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй Прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, округа кĕрекен регионсен пуçлăхĕсем, Федераци Канашĕн членĕсем, патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă. Федерацин Атăлçи округĕнче çул-йĕр пайĕ еплерех аталанса пыни пирки тĕплĕн канашланă ертӳçĕсем. Михаил Бабич палăртнă тăрăх, ыйту регионсемшĕн питĕ актуаллă. Калас пулсан, Федерацин Атăлçи округĕ тăрăх 330 пин çухрăм çул-йĕр выртать, кăтартăва пăхас пулсан, çĕршыври мĕнпур çулсенчен 22,7 проценчĕ.  Çулсем çинчи инкексен нумай сăлтавĕ çул-йĕр пахалăхĕпе те çыхăннă. Объектсене хальхи технологисене тĕпе хурса пурнăçламалла. 2013-мĕш çултан пуçласа асăннă ыйтупа сахал мар ĕç пурнăçланă. Çĕршыв Пуçлăхĕ лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе, юлашки виçĕ çул хушшинче  округри çулсене нумай тирпейлесе сарнă, нормативсене туллин тивĕçтерни те куçкĕретех. Ялсенчи пур çулсене те тирпейленĕ тесен те йăнăш мар. Кун пирки Михаил Бабич çирĕплетсех каланă. Раççей транспорт министрĕ Сергей Соколов йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки сăмах пуçарнă май, 2015-мĕш çулта округ пĕтĕмпе çулсене реконструкцилеме тата çĕнĕрен сарма 26 млрд тенкĕ илнине асăннă. Кăтарту пысăк.   Раççей Президенчĕн Полномочиллĕ представителĕ регионсенчи çул-йĕр фончĕ пирки чарăнса тăнă. Ытларах бюджетран кĕмен пулăшусене явăçтарма хушнă ĕçе. Тĕслĕх вырăнне лайăх ĕçленине Тутарстан Республикине, Пушкăртстан Республикине, Оренбург облаçне каласа хăварнă. Объектсенче малта пыракан пысăк технологисене тĕпе хумалла. Канашлăва пухăннисем умĕнче Михаил Бабич çулсем çинче пулакан инкексем пирки те чарăнса тăнă. Ыйтăва пур ертӳçĕсен те пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлемеллине çирĕп асăрхаттарнă. «Федерацин Атăлçи округĕнче сахал мар мероприяти ирттернĕ.  Инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ 9 процента чакни те çакнах çирĕплетсе парать. Çын пурнăçĕ чи хакли. Çулсем çинче инкексене 54 пин çын лекнĕ, 4 пин те 456-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Чи йывăр çухату – 131 ача вилни», - пăшăрханса каланă Михаил Бабич. Раççей  транспорт Министрĕ Сергей Соколов Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительне Михаил Бабича Раççейĕн транспорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята парса чысланă.  Çак кун Михаил Бабич тата Максим Соколов Саранск хулинче аэропорт ĕçĕпе паллашнă, канашлу ирттернĕ, 2018-мĕш çулта футбол выляссипе тĕнче чемпионачĕ ирттерессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.Тĕплĕнрех



28 марта 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter