Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Т Плюс» компани директорĕпе Борис Вайнзихерпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Т Плюс» компани директорĕпе Борис Вайнзихерпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă вăхăтра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков,  Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ  Алексей Ладыков, Марий Эл филиалĕн  тата «Т Плюс» Чăваш Енри организацийĕн директорĕ Юрий Цешковский, Марий Эл филиалĕн тата «ЭнергосбыТ Плюс» Светлана Жаркова хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Борис Вайнзихер паянхи рынокри лару-тăру пирки канашланă, управляющий компанисемпе тачă çыхăнса ĕçлессине, «Коммуналлă технологи» ТМЯО ĕçĕ пирки сăмах пуçарнă. Тĕплĕнрех



28 марта 2016
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter