Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Челябинск облаçĕн экономикишĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ предприятисен ĕçĕсемпе паллашнă

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан сумлă делегаци Челябинск облаçĕнче  ĕçлĕ визитпа. «Чурилово» агрокомплексра Чăваш Ен  Пуçлăхĕ ертсе пыракан делегаци  предприяти ĕçĕпе паллашнă. Делегацире Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулнă. «Чурилово» агрокомплекс Раççей рынокĕнче чи анлă сарăлнă  малта пыракан предприятисенчен пĕри шутланать.  Хальхи вăхăтра вĕсен теплицинче çĕр 25 гектар шутланать, çулталăкне 25 пин тонна тавар тирпейлеççĕ.  Предприяти помидор, хăяр, симĕç культура: мята, руккола, салат, кинза, базилик, щавель, укроп, петрушка тата ыттисене акса çитĕнтерет. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Чурилово» предприяти чăннипех те кăмăла çĕкленине асăннă. «Теплицăра тăрăшакансем пысăк технологине тĕпе хурса ĕçлеççĕ.  Пĕр тăваткал метр çĕр лаптăкĕнчен 90 кг хăяр, 65 кг помидор туса илетĕр. Эсир хăвăрăн ĕçĕрпе импорта улăштарассипе ăнăçлă ĕçлесе пынине кăтартса паратăр. Енчен те кам та кам импорта улăштарассипе ĕçлеме тĕллев лартнă пулсассăн, вĕсем пĕр сăмахсăрах ăнăçлă аталанса пыни куçкĕретех», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Ертӳçи.  Чăваш Енре пахча çимĕç лартса çитĕнтерессипе ятарлă производствăсем хута ярассипе предпринимательсене Челябинск облаçĕн паха опытне тĕпе хурса ĕçлеме сĕнессине каланă.  

Чăваш Республикинчен кайнă делегаци «Высота 239» производство ĕçĕпе те кăсăкланнă. Цех ертӳçи Андрей Когут предприяти çулталăкне 600 пин тонна тавар туса кăларнине пĕлтернĕ. Организацире ĕçлекенсенчен 70 проценчĕ аслă пĕлӳ илнĕ, вăтамран 30 çула çитнĕ специалистсем. Заводăн директорсен канашĕн председателĕ Александр Федоров хăйĕн сăмахĕнче предприятире Шупашкарти электромеханика завочĕн таварĕсене вырнаçтарнине пĕлтернĕ. «Раççей Федерацийĕн завочĕсенче çакăн йышши таварсем туса кăларни çав тери аван. Производство хута яма шутланă çынсем, укçа-тенкĕ тăкакланăскерсем хăйсемех чăн-чĕн патриота тивĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.

  Чăваш Енрен кайнă делегаци регионта онкодиспансерпа та паллашнă.  Çакăн йышши объекта регионта хута яни шăпах та пирĕн тăрăхрипе тӳр килнине палăртнă ертӳçĕсем, уйрăмах кăсăклă пулнине пĕлтернĕ. Центр тĕп врачĕ Андрей Важенин пĕлтернĕ тăрăх,  Челябинскри ПЭТ-центр 2011-мĕш çулта хута кайнă. Çак тапхăр хушшинче пурĕ пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе 18 пин çын сипленнĕ. Паха опыта Чăваш Енри специалистсем те хăйсен ĕçĕсенче тĕпе хурса ĕçлессине шанса каланă республика Ертӳçи. Челябинск облаçĕн Губернаторĕн çумĕ Руслан Гаттаров вĕсен регионĕнче Раççейри пĕр субъект та Чăваш Енри делегаци пек анлă ĕçлеменнине асăннă. Виçĕ кун хушшинче делегаци вĕсем патĕнчи 30 предприятине çитсе килме тĕллев лартни те çакнах çирĕплетсе парать тенĕ калаçăва малалла тăснă май.  «Пире Чăваш Ене пыма йыхравларĕç. Челябинск облаçĕнче электротехника кластерне аталантарма йĕркеленĕ ĕçре Чăваш Республикин паха опытне тĕпе хума тăрăшăпăр», - тенĕ вăл. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енрен кайнă делегаци Челябинск облаçĕнче пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче хăйĕн ĕçлĕ çулçӳревре малалла тăсать.



29 марта 2016
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter