Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Челябинск облаçĕн Правительстви хушшинчи Килĕшĕве Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский алă пусса çирĕплетнĕ

 

Глава Чувашии Михаил Игнатьев и Губернатор Челябинской области Борис Дубровский подписали Соглашение о сотрудничестве
Фото с официального сайта Губернатора Челябинской области


Пуш уйăхĕн 28-29-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Челябинск облаçĕнче ĕçлĕ визитпа. Пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп çыхăнăва анлăрах сарассипе тата  çĕнĕрен те çĕнĕ партнерсем тупас тĕллевпе ку хутĕнче çулçӳреве халалланă.  Чăваш Енрен кайнă делегацире Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов,  регионти промышленноç предприятийĕсен тата агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакан ертӳçĕсем пулнă.  Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Челябинск облаçĕн Губернаторĕ Борис Дубровский ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Челябинск облаçĕн Губернаторĕ Борис Дубровский Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăйсем патне сумлă ĕçлĕ делегаципе килсе çитнĕшĕн тав тунă. «Эсир пирĕн тăрăха çитни çав тери меллĕ вăхăт пулчĕ. Пурсăмăрăн та питĕ лайăх ĕçе тишкерсе тухмалла, пĕтĕмпех ĕçе йĕркеллĕ пурнăçласа пыратпăр-и, бизнес тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн пирĕн условисем çителĕклĕ-и. Пĕр тĕллев – предпринимательсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме условисем йĕркелесе парасси, çĕнĕрен те çĕнĕ партнерсем шырасси», - тенĕ калаçăва пуçланă май Челябинск облаçĕн Губернаторĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ĕçлĕ тĕлпулу пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва сарма пулăшнине асăннă. «Челябинск облаçĕ – метал пайĕпе анлăн аталаннă. Пирĕн Чăваш Енри предпринимательсем сирĕн тавара - тимĕре 27-28 процента çити туянаççĕ. Эпир шанатпăр, пирĕн çыхăнусем килĕшсе ĕçлеме, предпринимательсене хăйсен ĕçĕсенче паха опыта тĕпе хурса пурнăçа кĕртме пулăшасса», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Хăнасем чи малтанах Чăваш Республикин чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисемпе организацисем пирки хатĕрленĕ презентаципе паллашнă.

Челябинск облаçĕн Губернаторĕ ытларах электротехника промышленноç пайĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. «Çак промышленноç пайĕ пирĕншĕн çав тери кăсăклă. Эпир те ку енĕпе ĕçлеме пуçланă», - тесе пĕлтернĕ Губернатор.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахĕнче регионти предприятисенчен 20 проценчĕ хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан çĕнĕ йышши таварсене калăпласа кăларнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен экономикишĕн чи пархатарлă пай электротехника кластерĕ шутланать. Раççейри энергообъектсенче пирĕн регионти предприятисем тирпейленĕ таварсем 40 процента яхăн.  Регионта агропромышленноç пайĕ те ăнăçлă аталанать. Республика хăйне ял-хуçалăх таварĕсемпе  туллин тивĕçтерет.  Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçисем экономикăри ытти пайсем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă: социаллă сферăри, строительство, ача сачĕсене хута ярасси, шкулсене хăпартса лартасси, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем пирки, газификаци çинчен калаçнă. Кунсăр пуçне пысăк хăвăртлăхпа çӳретме май паракан чукун çул пирки те сăмах пуçарнă, проекта пурнăçа кĕртессипе пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлессине палăртнă.

 Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Челябинск облаçĕн Правительстви хушшинчи Килĕшĕве Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский алă пусса çирĕплетнĕ.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев икĕ регион хушшинчи çыхăнусем тахçантанпах çирĕп аталанса пынине асăннă. «Кашни регионăн çитĕнӳ пур, паха опытпа пуян. Эпир çыхăнăва тата та анлăрах сарас тĕллевпе килсе çитрĕмĕр. Наука, социаллă сферăна, культурăна аталантарассипе ыйтусене тишкерме тĕллев лартрăмăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Челябинск облаçĕн Губернаторĕн çумĕ Руслан Гаттаров хăйĕн сăмахĕнче икĕ регион пĕрне пĕри пулăшса ăнланса ĕçлесе пыракансем тесе каланă.  Енчен те Чăваш Ен хытă аталанса чемпион ята тивĕçрĕ пулсан – пирĕншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, пире валли те рынок уçăлать, -тенĕ. «Енчен те эпир вăйлă хăш-пĕр енпе аталанса пыратпăр пулсан, вĕсем пирĕнпе туххăмрах ĕçлесе пыма хатĕр, шăпах та çаксем пирĕн ырă енсем», - тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче республика Ертӳçи йĕркелесе пыракан делегаци Челябинск облаçĕнче «Чурилова» агрокомплекс ĕçĕпе паллашĕ,  «Высота 239» цеха çитсе килĕ, «Этерно» ТМЯО тата регионти онкологи диспансерĕн пайĕпе кăсăкланĕ.

 Тĕплĕнрех



29 марта 2016
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter