Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи 2012-2017-мĕш çулсенче ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

 


Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енре республика Пуçлăхĕ çумĕнчи 2012-2017-мĕш çулсенче ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта ачасен ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртессипе комплекслă ĕçсем йĕркеленине, патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине каласа хăварнă. «Ăнăçлă ĕçлесе пынине кура, пĕлтĕр Раççей шайĕнче пирĕн регион, ачасене пурăнма чи лайăх условисем йĕркелесе панă 10 субъект хушшинче пулни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне каланă май. Патшалăх ачасене пахалăхлă пĕлӳ парас ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Юлашки çулсенче ачасен пĕлĕвне ӳстерсе пыма, вĕрентӳ пайне аталантарма республика бюджетĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнине асăннă. Регионта шкул çулне çитмен ачасене валли учрежденисем нумай хута янă.  Паллă проекта пурнăçа кĕртсе, республикăра юлашки пиллĕк çул хушшинче пĕтĕмпе çĕнĕрен 45 ача сачĕ хăпартса лартнă. Шкулсенче тарăн пĕлӳ пама вĕрентекенсемпе вĕренекенсем валли те кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине, пысăк технологисем вăй илсе пынине палăртнă. Проекта пурнăçа кĕртме пуçличченех, Чăваш Республикинче шкулсем хута яни тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, Раççейри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан пилĕк регион шутне кĕнине,  Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ пĕтĕм Раççейри VII-мĕш вĕрентӳ форумĕнче уйрăммăн палăртса хăварнă. Юлашки 5 çул хушшинче 5 çĕнĕ шкул çĕклесе лартнă, ăна кура ачасене валли шкулсенче пурĕ 1600 вырăн хатĕрленнĕ. Иртнĕ çул республикăра Каçал ен районĕнче шкул хăпартма тытăннă, кăçал авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче ачасемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн пысăк парне пуласси куçкĕретех.  Пурĕ  регионта 2025-мĕш çул тĕлне 32 шкул хута яма палăртнă. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев ачасемпе вĕрентекенсене пулăшу кӳрес тĕллевпе, енчен те вĕсем Раççей шайĕнче çитĕнӳсемпе палăраççĕ пулсан, Чăваш Ен Вĕренӳ министерствипе Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери олимпиадăсен, çавăн пекех професси ăсталăхĕн олимпиадисен çĕнтерӳçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ педагогсем валли Чăваш Республикин Пуçлăхĕн премийĕсене туса хурас енĕпе сĕнӳсем сахал мар пулнă.  Асăннă олимпиадăсен çĕнтерӳçисене хатĕрленĕ педагогсем валли премие – 250 пин тенкĕ, призерсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем валли 150 пин тенкĕ виçепе палăртнă.   Учительсем ачасемшĕн вăя шеллемесĕр тăрăшаççĕ пулсан, вĕсем  яланах çитĕнӳсемпе палăраççĕ.

 Ачасем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пирки сӳтсе явнă май, Михаил Игнатьев ачасем шывра путнипе, ăнсăртран çулсем çинче аварине лексе, тĕрлĕ наркăмăша çисе вилнине пăшăрханса асăннă. Профилактика ĕçне тĕрлĕ служба ĕçченĕсем хутшăнаççĕ, ятарлă сĕнӳсем параççĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тĕплĕн чарăнса тăнă. Вĕсем палăртнă тăрăх, регионта, муниципалитесенче пуринче те ачасене упраса хăварассипе комплекслă ĕçсем йĕркелесе пынине пĕлтернĕ. Кăтарту та пур. Чăваш Республики ытти регионсемпе танлаштарсан, Европа шайĕнче те ку енĕпе тĕслĕх вырăнĕнче. Пирĕн республикăра пепкесем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ сахал пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар, Раççей Федераци шайĕнче те ятарлă министерствăсем палăртнă.   Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов ытларах муниципалитетра профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерни пирки чарăнса тăнă. Йывăр çемьесенче çитĕнекен ачасене пысăк тимлĕх уйăрнине, вĕсем патне кулленех специалистсем çӳренине асăннă. Тăлăха юлнă ачасене, йывăр çемьесенче пурăнакан шăпăрлансене, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен çамрăксене спорта, тĕрлĕ кружоксене, культура ĕçне явăçтарма тăрăшнине каланă.

 Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков тата Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Мостайкин та асăннă ыйтусемпе муниципалитетра епле ĕçсем йĕркелесе пынипе паллаштарнă. Çĕрпӳре 2014-2015-мĕш çулсенче пĕтĕмпе виçĕ шкулта спортзалсене тĕпрен юсанă.    Чăваш патшалăх университечĕпе вĕсем килĕшӳ тунă, ăста пултаруллă ачасемпе   хушма пĕлӳ парассипе ĕçлеççĕ. Çуллахи кану вăхăтĕнче пĕлтĕр 1890 ачана лагерье ăсатнă, кăтарту çулран çул ӳссе пынине пĕлтернĕ муниципалитет ертӳçи Александр Казаков.  14 çула çитнĕ яш-кĕрĕмсенчен 65 проценчĕ куллен спорта çӳрет.

Çĕмĕрле районĕнче 2015-мĕш çулта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан пĕр шкулта спортзала тĕпрен юсаса тирпейленĕ. Пĕтĕмпех  шкулта хальхи пурнăçпа тӳр килет, çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе муниципалитетра кулленех тăрăшаççĕ. Кунта та ачасенчен 72 проценчĕ спорта çӳрет, кăтарту питĕ пысăк пулни пурне те савăнтарать. Профилактика ĕçĕ те кун йĕркинчех, ăна кура преступлени тăвакансен шучĕ чакни те çакнах çирĕплетсе панине пĕлтернĕ муниципалитет ертӳçи. «Шкулсенче спортзалра ачасен каçхи 10 сехетченех пулма юрать. Каç кӳлĕм çынсене валли спорта çӳреме паха условисем пулмалла. Шăпах та ĕнтĕ, çакă, çын сывлăхне çирĕплетсе пыма витĕм кӳрĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, малашне те пысăк тавра курăмлă ачасене тимлĕх уйăрассине шантарса каланă. Тĕплĕнрех



31 марта 2016
07:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter