Республикăри Онкодиспансерĕн çĕнĕрен хута кайнă поликлиника ĕçĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă

«Юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ хыççăн, кунта çав тери паха, таса çутă. Хамăра лайăх туятпăр. Электронлă майпа регистратура ĕçлет. Сипленме килекенсене тухтăрсем питĕ кăмăллă та тарават кĕтсе илеççĕ. Вĕсем чăннипех те хисепе тивĕçлĕ», - тесе пĕлтерĕ хăй шухăшне Етĕрне районĕнче пурăнакан Наталия Албутова Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче республикăри онкодиспансера пуçтарăннă хăнасем умĕнче.  Регион Ертӳçи çĕнĕрен илемленнĕ онкологи диспансерĕн поликлиника ĕçĕпе кăсăкланнă, кунта сипленме килекенсем валли кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ.  Тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме 28 млн. тенкĕ уйăрса панă. Строительство ĕçĕн пахалăхне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Енри медицина Ассоциацийĕн председателĕ Владимир Викторов курса хакланă.

Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева пухăннă хăнасене учрежденийĕн ĕçĕпе паллаштарнă, уйрăм çитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă. Поликлиника икĕ сменăпа ĕçлет, ирхине 07:00 сехетрен пуçласа каçхи 20:00 сехетчен. Кунсерен тухтăрсем 400 яхăн çынсен шăнкăравĕсене итлесе кирлĕ пек сĕнӳсемпе пулăшаççĕ, шута илеççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, поликлиникăна сусăр çынсене çӳреме те питĕ меллĕ, пĕтĕмпех условисем пур. Хăнасем врачсен ĕç пӳлĕмĕсене пăхса çаврăннă.

Поликлиникăн  Радиотерапи уйрăмĕн  ертӳçи  Аида Свеклова Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа калаçнă май, çулсерен  специалистсем халăхсен шыçă чирĕсене вăраха ярассинчен çирĕп тĕрĕслесе тăнине, чире тата малтанхи тапхăртах тупса палăртма пысăк технологиллĕ хатĕрсем пулни питĕ вырăнлă тесе пĕлтернĕ.  2015-мĕш çулта кăтарту 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 7,6 процента çити ӳснине каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Центр ĕçне тимлĕ пăхса çаврăннă. Хĕрарăмсене психологи енчен кирлĕ пек сĕнӳсемпе пулăшакан  Центр ĕçне республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Ольга Зайцева йĕркелесе яма витĕм кӳнĕ.

 Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн тытăмне малашне те модернизацилессипе анлă ĕçсем йĕркелесе пырассине шантарса каланă. Врачсем чăннипех те çынăн сывлăхне упраса хăварассишĕн ырми-канми ĕçленине, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнине асăннă. Учрежденире тухтăрсене тухăçлă ĕçлеме условисем лайăх пулнине, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологисем çителĕклине каланă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев çак кунсенче Челябинск облаçĕнче ĕçлĕ çулçӳревпе пулнине аса илнĕ. Вăл регионта та Онкологи диспансерĕн ĕçĕпе кăсăкланнине каланă. Хирурги корпусне Чăваш Енре хута ярсан, республикăри тухтăрсен тата та ытларах ытти регионсен паха опытне тĕпе хурса ĕçлеме тивĕ, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене те пурнăçа кулленех кĕртсе пымалла, çĕршыври паха опытлă специалистсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса тăрăшмаллине каланă Михаил Игнатьев. Хальхи вăхăтра регионта Хирурги корпусне хута ярас ĕç хĕрӳ пырать. Калас пулсан, строительство пайĕн ĕçне 75 процента çити пурнăçланă.  2012-2015-мĕш çулсенче пĕтĕмпе пурĕ объекта 340 млн. тенкĕлĕх тăкакланă. 2016-мĕш çулта объект ĕçне вĕçлеме тата та 432,2 млн. тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен федераци хыснинчен – 363,5 млн, республика бюджетĕнчен 68,7 млн. Кăçал авăн уйăхĕнче учрежденине хута яма тĕллев лартнă. Объекта хăвăрт хута янăшăн, строительсен ĕçĕ 65-70 процента çити пурнăçланнине кура, федераци бюджетĕнчен 2016-мĕш çулта 363,5 млн. тенкĕ куçарса панине ырă хыпара асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Малашне пирĕн анлăрах ĕçлеме çулсем уçăлса пыраççĕ, çулталăкне кунти специалистсем 5 пине яхăн операци ĕçне пурнăçлама пултарĕç. Ыйтăва туллин тивĕçтерме пур май та пур», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче журналистсемпе калаçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



31 марта 2016
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter