Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Воддорстрой» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Анатолий Федоровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Воддорстрой» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Анатолий Федоровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, калаçу вăхăтĕнче çулсем сарассине, çуркуннехи уй-хир ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Палăртса хăваратпăр, «Воддорстой» ТМЯО республикăри гидротехника сооруженийĕсене хута ярассипе ĕçлет, сахал мар çулсене тирпейлесе сарас ĕçре те вăй хурать.  Предприяти ертӳçи каланă тăрăх, пĕлтĕр çулталăка вĕсем ăнăçлă вĕçленĕ. Строительство ĕçне организаци хăйсен вăйĕпе пĕтĕмпех пурнăçлать тата çитменнине тĕрлĕ строительство хатĕрĕсене те хăйсемех калăпласа кăлараççĕ, объектсенче усă кураççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительстви Раççей Федерацийĕн Транспорт министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçленине каланă. Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕпе Максим Соколовпа Чăваш Ен территори тăрăх иртекен федераци çулĕсене сарма укçа-тенкĕ куçарасси пирки сӳтсе явнине ырă хыпара пĕлтернĕ.   Анатлоий Федоров Чăваш Ен Пуçлăхне Çĕрпӳри «ВДС» ТМЯО вĕсен организацийĕ çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене тытăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.   Вăл каланă тăрăх, хуçалăхăн акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ 3656 гектар йышăнать, кăтартăва 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан - 118,5 процент.  Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ăнăçлă ĕçлет. Пĕлтĕр вĕсем çулталăкра 358,3 тонна сĕт тирпейлесе илнĕ, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан - 101,2 процент. Кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра пурĕ 312 выльăх шутланать. Пуласлăхра хуçалăх акса çитĕнтермелли çĕрсен лаптăкне 8 пин гектара çитерме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра вĕсем Канаш районĕнчен çĕрсене арендăна илессипе тăрăшаççĕ. Анатолий Федоров кăçалхи вырма ĕçне вĕçленĕ тĕле тырă типĕтме ирĕк паракан производство хута яма палăртса хунине пĕлтернĕ.  Ертӳçĕ республика Пуçлăхĕпе калаçнă май, хăйсене çĕр ĕçĕпе тăрăшма çулсерен ытларах та ытларах  килĕшсе пынине пĕлтернĕ. «Эсир тухăçлă ĕçлеме пĕлекен предприниматель.  Сирĕн акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕсене ӳстерсе пыма укçа-тенкĕ те пур, вăй-хăват та çитет, техникисем те яланах хатĕр. Шанатăп, хăвăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессе», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



31 марта 2016
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter