Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери XX-мĕш балет фестивальне хутшăннă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери XX-мĕш балет фестивальне хутшăннă. Кашни çулах çак асăннă пысăк мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртет.  Унăн тĕп тĕллевĕ Шупашкар хăнисене, Чăваш Енре пурăнакансене культурăна анлăрах явăçтарасси, хисеплеме вĕрентесси. Çулсерен балет фестивальне хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ ӳссе пырать. Фестивале пула, артистсемпе куракансем тĕнче шайĕнчи театр ĕçне кӳлĕнме пултараççĕ.  Михаил Игнатьев тата Лариса Юрьевна  Мускавран килсе çитнĕ фотографпа Владимир Чикинпа паллашнă, вăл хатĕрленĕ курава пăхса çаврăннă. Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне уçнă май, ертӳçĕ тата дирижер, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Ольга Нестерова Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн, культурăна аталантарасси çине тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. «Пурин те савăк кăмăл пултăр. Хăвăра килĕшекен артистсемпе тĕл пулма, нумай та нумай çĕнĕ искусство ĕçченĕсемпе паллашма паянхи кун шăпах та ирĕк», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  Фестиваль П.Чайковскийĕн «Çывăракан хĕр» çĕнĕ премьерăпа уçăлнă. Премьерăна хатĕрлекенсем: Пĕтĕм тĕнчери конкурссен çĕнтерӳçи Данил Салимбаев, Чăваш Ен тава тивĕçлĕ художникĕ Валентин Федоров, костюмсем хатĕрлекен Нина Федорова, кĕвĕ çыраканĕ, дирижер, Чăваш Ен искусствăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Нестерова.  Тĕплĕнрех

 



31 марта 2016
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter