Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче ĕçлĕ çулçӳревре пулнă

 Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче ĕçлĕ çулçӳревре пулнă. Муниципалитетра регион Ертӳçи Нумай функциллĕ центр ĕçĕпе паллашнă, патшалăх пулăшăвĕсемпе халăха епле тивĕçтернине курса хакланă. Муркашра НФЦ 2012-мĕш çулта хута кайнă. Пĕлтĕр çак асăннă центра пулăшу илме 16 пин çын пынă. Кăтартăва 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 57 процент пысăкрах. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхпе Муркаш район пуçлăхĕпе – район Депутачĕсен пухăвĕн председателĕпе Игорь Николаевпа тата Муркаш район администрацийĕн ертӳçипе Ростислав Тимофеевпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче  экономика аталанăвĕпе çыхăннă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă, ял хуçалăх тата çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем пирки канашланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев муниципалитетра социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине асăннă, ял хуçалăх предприятийĕсенчен 94 проценчĕ çулталăка тупăшпа вĕçленине пĕлтернĕ. Район Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев муниципалитет çураки ĕçне хатĕр пулнине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта вак тата вăтам предпринимательлĕх епле аталанса пыни пирки ыйтса пĕлнĕ. Халăх паянхи кун хăш-пĕр йывăрлăхсене тӳсет пулин те, районта палăртнă сектор лайăх, бизнес ăнăçлă ĕçленине каланă ертӳçĕ. Кăтартусем тăрăх, районта пĕлтĕрхи çул пĕтĕмпе 923 вак тата вăтам предприятисене шута илнĕ, вĕсенче пурĕ 3758 çын вăй хурать. Çак палăртнă кун районта пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, кăçалхи çул валли тĕллевсене палăртнă. Анлă лару ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хутшăннă. Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев муркашсем çулталăка тивĕçлĕ вĕçленине каланă, паян пур-пĕрех вырăнти халăхăн тупăш пайĕ пысăках мар пулнине палăртнă. «Производство пахалăхне ӳстермелле, экономикăна аталантармалла. Сирĕн шалти резервсем те пысăк», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Ют çĕршывсенчен таварсене илсе килме чарнине кура, хамăр тăрăхра тирпейлесе кăларакан çимĕçсене ытларах халăхра сарма май килчĕ. Ял хуçалăх пайĕшĕн уйрăмах питĕ меллĕ. Палăртма кăмăллă, патшалăх пулăшăвĕ çулран çул ӳссех пырать. Аграри пайĕнче ĕçлекенсен кăмăлĕ аван», - тенĕ республика Ертӳçи калаçăва малалла тăснă май. Ларăва пухăннисем умĕнче Михаил Игнатьев региона çак кунсенче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ çулçӳревпе килсе кайнине каласа кăтартнă. Вăл регион ĕçне пысăка хакланине халăха пĕлтернĕ. «Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче Дмитрий Медведев Чăваш Енре тĕлĕнмелле ĕçчен те ырă халăх пурăннине палăртрĕ. Регион çĕр айĕнчи пурлăхсемпе пуян мар пулин те, республика хăйне аталанса пыма приоритетлă тĕллевсем лартнă, çынсене аталанса пыма кирлĕ пек пур условисем те йĕркеленĕ», - тесе палăртнă сăмахсене Михаил Игнатьев халăхсем умĕнче Муркашра анлă ларура каланă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тĕплĕн доклад тунă. Районта производство таварĕсен калăпăшĕ пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан 7 процента çити хăпарнине асăннă. Пĕтĕмпе предприятисем 3382 млн. тенкĕлĕх таварсенчен тупăш илнĕ. 2016-мĕш çулта районăн акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ 38 пин га танлашать. Унсăр пуçне кăçал вĕсем ытти çулсем усă курман, пушă выртнă 2 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă. Районта промышленноç предрпиятийĕсем тупăшлă ĕçлени куçкĕретех. Халăха ĕçсĕр тăратса хăварнă тĕслĕхсем пĕрре те пулман. 2016-мĕш çулта «Çеçпĕл» ЧП» АХО çĕнĕ цех хута яма палăртнă, инвестици проекчĕ 200 млн. тенкĕпе танлашать. Енчен те палăртнă тĕллев пурнăçа кĕрсен, халăх валли çĕнĕ 50 вырăн тупăнĕ. Çулталăк тăршшĕпе муниципалитет предприятисемпе организацисенче халăха суя ĕç хучĕсемпе тытса тăрассинчен ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, Пенси фончĕпе налук служби, прокуратура ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе йĕрке йышăннине кура, лару-тăру палăртнă ыйтупа çивĕчленсе пынă.  Пĕтĕмпе районта 855 çынна предприятисемпе организацисенче суя ĕç хучĕсемпе ĕçлеттернине тупнă, вĕсенчен 537-шнне саккунпа килĕшӳллĕн ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе вырнаçтарнă. Ĕçе кăçал та малалла тăсма палăртнă. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хăйĕн докладĕнче районта туризма аталанса пыма аван пулнине асăннă. Пĕлтĕр Муркашра Шуркассинче ФАП уçнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче муниципалитетра пĕтĕмпе 3 ФАП хута янă. Кăçал та районта тепĕр ФАП çĕкленсе ларĕ. Канашлура Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова, экономика министрĕн çумĕ Виталий Емельянов, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, район пуçлăхĕ Игорь Петров, Муркаш районĕн тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Кожевников  тĕплĕн доклад тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата канашлура тухса калаçакансем вырăнти халăхăн ыйтăвĕсем çине хурав панă. Сывлăх сыхлавне аталантарассине, эрех-сăра сутма чарассине, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярасси пирки тĕрлĕ ыйтусем çĕкленĕ.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта регионсен хушшинчи «Çĕрулми -2016» курав уçăлнине пĕлтернĕ. Муркаш çыннисене палăртнă мероприятине çитсе килме чĕнсе хăварнă. «Иккĕмĕш» çăкăра çĕнĕрен те çĕнĕрен вăй илтерсе ямаллине асăннă. «Муркаш районĕ ĕмĕртен çак çимĕçе лартса çитĕнтерессипе тĕплĕ ĕçленĕ. Малашне те асăннă культура çине ытларах тимлĕх уйрмалла, çĕр лаптăкĕсене ӳстерсе пыма тăрăшмалла, - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ку хутĕнче канашлура шкулсем пирки те сăмах пуçарнă. Чăваш Республики Раççей Федерацин Вĕренӳ министерствине тăватă проект хатĕрлесе панине асăннă. «Вунă çул хушшинче 32 шкула реконструкцилемелле, çĕннисене хута ямалла. Ытларах ялсенче шкулсене реконструкцилеме, хуласенче вара çĕннисене çĕклесе лартма тĕллев лартнине пĕлтернĕ регион Ертӳçи. Муркаш çыннисем Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата республика Правительствине халăха кăсăклантаракан ыйтусене вăхăтра татса панăшăн тав тунă. Яланхиллех канашлу вĕçленес умĕн, ĕçре хастарлăхпа, çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.  Çамрăксене, пултарулăхне кура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене, регион Ертӳçи Михаил Игнатьев свидетельство парса хавхалантарнă.   Çак кун республика Пуçлăхĕ муниципалитетăн Çамрăксен парламенчĕн пайташĕсемпе курнăçнă, çамрăксем пуласлăх çул-йĕрне тарăн витĕм кӳнине палăртнă. Парламент председателĕ Оксана Кирпичникова вĕсен пĕрлешĕвĕ район Депутачĕсен пухăвĕ çумĕнче пĕлтĕр юпа уйăхĕнче йĕркеленсе кайнине асăннă. Палăртнă тытăмра 21 çын вăй хунине пĕлтернĕ. Пĕрлешĕвĕн тĕп тĕллевĕсем - çамрăксене обществăлла политика лару-трăвне хутшăнтарасси, патриотизм туйăмне вăйлатасси, пуçаруллă çамрăксене аталантарма тĕрлĕ майсем тупса парасси, патшалăх пулăшăвĕсемпе çамрăксене туллин усă курма вĕренсе пырасси. Оксана Кирпичникова Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тунă. 2015-мĕш çулта районта 21 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине пĕлтернĕ, 34 çамрăк çемье тата 6 специалист хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнине асăннă. «МСО «Моргаушская»  АХО тĕп инженерĕ Александр Федоров муниципалитетри строительство тата туризм ыйтăвĕ пирки чарăнса тăнă, организаци ĕçĕпе паллаштарнă. Енчен те туризма аталантарса ярсан, вăл район пурнăçĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрассине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Çамрăк чĕресем» çамрăксен канашĕн председателĕ Елена Кожевникова, вăлах врач-дерматолог сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарнине, халăхăн сывлхне упрассипе çыхăннă самантсем пирки пĕлтернĕ. Муниципалитетра харпăр хăй хуçалăхĕсем те йĕркеллĕ аталанса пыраççĕ. Калăпăр, Алина Афанасьева фермер патшалăх вĕсене тивĕçтерекен пулăшусем çинчен чарăнса тăнă, тăтăшах усă курнине асăннă. Вĕсем таварсене вырăнти шкулсене, ача сачĕсене вырнаçтараççĕ. «Паянхи кун хуçалăхра вĕсен çемьи тата унсăр пуçне вунă çын  официаллă майпа вăй хурать», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Алина Афанасьева.  «Паха тырă пуçтарса илессипе Раççей малта пыраканнисем шутĕнче. Аграри пайне аталанса пыма питĕ меллĕ. Пуласлăх пысăк», - тенĕ калаçăва хутшăнса Михаил Игнатьев. Вăл çамрăксене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем панă. Çамрăксен пĕрлешĕвĕсене патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем пирки калаçнă. «Çамрăксем – пирĕн пуласлăх. Эпир сире ĕненетпĕр, шанатпăр», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.  Муркаш салинче республика Пуçлăхĕ «Татьяна» лавккана кĕрсе тухнă. Кунта çак асăннă çуртра аптека вырнаçнă. Вырăнти халăх тăтăшах вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулманни сисĕнет. Муниципалитетра пĕртен-пĕр аптека «фанфурики» сутать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ учрежденипе тавара сутма чарасси пирки килĕшӳ те йышăннă, анчах та кăлăхах, ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелеменни куçкĕретех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе кĕнĕ тапхăра пĕр çынна тавара сутнă самант пулнă. Тухăмрах, сутуçă вырăнтан çухалма тăрăшнă. Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, кун пек предпринимательсенчен хăтăлмаллине, тавара илсе халăх хăйсен сывлăхне аптратнине, врачсем кун пирки пĕр хуччен мар çирĕплетнине асăннă. Енчен те çынсем çак усал шĕвеке виçĕ çул хушши ĕçсе пурăнсан, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каясси те паллă. Çула май, пĕр килнĕ пек чухне Михаил Игнатьев апат-çимĕç тавар хакĕсемпе те кăсăкланнă, вырăнти халăхпа курнăçнă. «Отрада» ТМЯО «Татьяна» лавккара вырăнти Чăваш Енре калăпланакан таварсене сутманни пăшăрхантарать çынсене. Кун пек йĕркесĕрлĕхе çийĕнчех пĕтерме хушса хăварнă çулçĕреве тухнă ертӳçĕсем. Тĕплĕнрех



04 марта 2016
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter