Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служба ĕçченĕсен ячĕпе Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕнчен Максим Топилинран, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнĕ ятпа салам килсе çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служба ĕçченĕсен  ячĕпе Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕнчен Максим Топилинран, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнĕ ятпа салам килсе çитнĕ.

«Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна саккунлă майпа йышăннăранпа 25 çул çитнĕ ятпа Раççей Федерацийĕн Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерстви тата хам ятран Сире саламлатăп.  Чăннипех те çак куна професси уявĕ тесе йышăнни хĕрĕх пине яхăн специалистшăн питĕ пархатарлă. Халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ырми-канми тăрăшни пысăк хисеп. Çак çулсем хушшинче асăннă служба хăйне кирлĕ пек кăтартса пама та пултарчĕ.  Патшалăх службин тытăмĕ тухăçлăхпа палăрчĕ, паянхи ĕç рынокне тивĕçтерет. Патшалăх пулăшăвĕн спекторĕ анлăланса пырать. Çынсене пахалăхлă пулăшусемпе тивĕçтерни те паллă. Центрсене кашни кун пиншер çын çӳрет. Вĕсене служба вăхăтра пулăшусем парать. Эсир çынсене ыранхи куна шанма, кăмăл-туйăмне çирĕплетме, çĕнĕрен те çĕнĕ профессине алла илме, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма витĕм кӳретĕр, сĕнӳсемпе пулăшатăр.  Ĕçсĕрлĕхе хирĕç кĕрешессипе сахал мар ĕç пурнăçланă, партнерсемпе те тачă çыхăнура. Паянхи пурнăçшăн чи кирли – ĕç рынокне сарасси, унăн инфратытăмне аталантарасси, халăха «сăрă» ĕç укçипе тивĕçтерме чарасси, ĕçлекенсен пахалăх шайне ӳстерсе пырасси.  Ятарлă уйрăм категорире тăракан çынсене ĕçпе тивĕçтересси çине те тимлĕх уйăрмалла. Инвалидсем, ватăсем, хĕрарăмсем, пĕчĕк ачаллă çемьесене, аслă шкулсемпе техникумсенчен тин çеç вĕренсе тухакансене ĕç рынокĕнче хăйсене тупма пулăшас ыйтусем те приоритетлă. Шăпах та çак ĕçсенче – Эсир вĕсен пулăшуçисем.  Малашне те Сире професси тĕлĕшĕнчен ӳссе пыма, çĕнĕрен те çĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрма, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх пултăр. Сире тата Сирĕн çемьере те ăнăçусем. Шанатăп, Эсир малашне те хăвăрăн ума лартнă тĕллевсене профессионал шайĕнче пурнăçласса!», - тесе çырнă салам йĕркисенче.

 

 



04 марта 2016
11:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter