Чăваш çĕрулмийĕ чикĕ леш енче те сутăнтăр!

Шупашкарта çĕрулми куравĕ йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Вăл «Экспо-Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче ĕнерпе паян иртет. Унта Раççейри 22 регионтан тата Беларуç Республикинчен килсе çитнĕ предприятисем хутшăнаççĕ.

«Иккĕмĕш çăкăр» ăстисем пĕрремĕш кунах 1,5 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă. Курава 60 пин çын пырса курнă, хула халăхĕпе хăнасене 300 тонна ытла паха вăрлăх сутнă.

Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, РФ Селекци çитĕнĕвĕсене сăнас тата упрас енĕпе ĕçлекен патшалăх комиссийĕн председателĕ Виталий Волощенко тата Çĕрулми туса илекен А.Г.Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жавора уçрĕç.

- Курава малтан Мускавра йĕркеленĕ. Ăна тĕп хулара ирттерме пăрахсан Атăл тăрăхне, пирĕн пата, куçарма йышăннă. Вăл кăçалхипе саккăрмĕш хут иртет. Паян, пуш уйăхĕн 3-мĕшĕ, хăйнеевĕр пулăмпа паллă. 1861 çулхи пуш уйă­хĕн 3-мĕшĕнче II Александр император хрес­ченсе­­­­не çĕр улпучĕн хуçалăхĕнче çирĕплетмелли йĕркене пăрахăçлани çинчен манифест йышăннă. Унтанпа çĕр - халăх аллинче, - терĕ Михаил Игнатьев. - Çĕрулми туса илесси анлă сарăлчĕ. Çакна илтетĕп: нумай лартмасан та юрать пулĕ, рынок тулса ларнă вĕт теççĕ. Çав вăхăтрах федераци лавккисенче Египетран, Пакистанран, Евросоюзран кÿрсе килнине сутаççĕ. Хамăрăнне вара мĕншĕн суту-илĕве кăлармастпăр? Раççей регионĕсенче, чикĕ леш енче сутма кам чăрмантарать?

Çак шухăша форума уçма хутшăннисем пурте ырларĕç, пирĕн çĕрулми чикĕ леш енче те сутăнмалла терĕç.

Михаил Васильевич Чăваш Ен «иккĕмĕш çăкăр» туса илессине 1 млн тоннăна çитерме тĕллев тытнине, ăна пурнăçлама май пуррине палăртрĕ.

Ял хуçалăхĕн ытти культурипе танлаштарсан çĕрулми палăртнă лаптăкра ытларах тупăш парать. Унăн тухăçĕ пысăк. Экономика санкцийĕсем çак отрасле аталантарма хистеççĕ, майсем параççĕ.

М.Игнатьев кураври экспонатсемпе савăнса паллашрĕ. Кунтах «Çĕрулмин ку чухнехи промышленноç никĕсĕ çинчи инноваци аталанăвĕн тăрăмĕпе пуласлăхĕ» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕтĕм тытăмри хуçалăхсем пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕтĕмпе 700 пин тонна /2014 çулхин 120,6%/ пухса кĕртнĕ.

Тухăçĕ те аван - 206,5 ц /118,7%/. Чăваш ен ку енĕпе Раççейре - 6-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче Тутарстан хыççăн /210,5 ц/ 2-мĕш вырăн йышăнать. Медицина нормипе пĕр çынна çулталăкра 120 кг çĕрулми кирлĕ. Республика унпа 6 млн çынна тăрантарма пултарать.

«Çавра сĕтелсенче» «Çĕрулмине инноваци технологийĕпе туса илме техникăпа тивĕçтересси», «2016 çулта çĕрулми чирĕсемпе сăтăрçисем епле сарăлассине шута илсе вĕсенчен тата çумкурăкран хÿтĕлемелли майсем», «Раççейĕн апат-çимĕç рынокĕнчи çĕрулмипе унран хатĕрлекен çимĕç маркетингĕ: пахалăх, техника регламенчĕ, чĕркев» темăсемпе çивĕч ыйтусем хускатрĕç.

Хула халăхĕпе хăнасем ăслăлăхри, селекцири тата производствăри ку чухнехи çитĕнÿсемпе, чире, шăрăха тÿсĕмлĕ сортсемпе, паха вăрлăх çитĕнтерекен предприятисен опычĕпе паллашрĕç, тĕрлĕ çимĕç астивсе пăхрĕç, паха вăрлăх туянчĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Валентин ГРИГОРЬЕВ


Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
04 марта 2016
12:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter