Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячӗпе саламлани

Хаклă хĕрарăмсем!

 


Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ – Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ – ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Çак кун эпир этемлĕхĕн илĕртӳллĕ çуррине юратни çинчен калатпăр, тав тăватпăр, çурхи янăравлă тумла сассипе тата çут çанталăкра çĕнĕ пурнăç çуралнăшăн савăнатпăр. Эсир вара пире çуркуннехи хĕвел пек хавхалану тата килĕшӳ парнелетĕр, çĕнĕлĕхпе ăшă кӳретĕр. Сирĕн тимлĕхĕр, ачашлăхăр тата тăрăшулăхăр тĕнчене ырăрах тăваççĕ, пире хамăрăн чи лайăх пахалăхсене кăтартма хистеççĕ.

Эсир тĕрлĕ-тĕрлĕ сферăра ĕçлетĕр, çĕршывăн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăнатăр. Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕçлекен хĕрарăмсен, професси тата çемье тивĕçĕсене ăнăçлă пĕтĕçтерекенскерсен, тава тивĕçлĕ ĕçĕшĕн уйрăммăн тав тăвас килет.

Патшалăхăн ача амăшне тата ачалăха хӳтĕлессипе çыхăннă тимлĕхĕ, çемье хаклăхĕсене упрани хĕрарăмсене ыранхи кун тĕлĕшпе шанăç кӳреççĕ.

Пирĕнтен кашниншĕн тĕнчери чи хаклă çын – анне. Унăн чĕре ăшши, ачаш та тимлĕ аллисем, чун пуянлăхĕ пирĕн чĕрере яланах упранаççĕ. Кашни анне телейлĕ пултăр, вĕсен куçĕнче савăнăç куççулĕ кăна пултăр!

Уйрăм тав сăмахĕсем – пирĕн ветеран хĕрарăмсен, вăрçă çулĕсен нушине хăйсен черчен хулпуççисем çинче тӳснĕ, çĕршыва ишĕлчĕкрен çĕкленĕ тыл ĕçченĕсен ячĕпе.

Хаклă аннесем, мăшăрсем, хĕрсем, аппасемпе йăмăксем тата асаннесемпе кукамайсем! Хĕвелĕн çуркуннехи пирвайхи пайăркисем тата çурхи чечексен тĕлĕнмелле илемĕ сирĕн чунăра ырлăх кӳччĕр, сирĕн килĕрте хăтлăх, ытлă-çитлĕ пурнăç, ăнлану тата хисеп хуçаланччăр.

Сире юрату, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                           М.ИГНАТЬЕВ.



05 марта 2016
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter