Республика аталанăвĕн çул-йĕрне çĕршыв шайĕнче палăртрĕç

Раççей Правительствин пуçлăхĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн председателĕ Дмитрий Медведев Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ.

- Пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа пур: юхăннă çурт-йĕр, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем, садиксем... Ача сачĕсем тумалли программа пĕлтĕр вĕçленчĕ. Халĕ çĕнĕ тата пысăк та кăткăс программăна пуçăнатпăр - кивĕ шкулсене реконструкцилесси, çĕнĕ шкулсем тăвасси. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех? - ыйтрĕ Дмитрий Анатольевич.

- Пĕлтеретĕп: иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх тата пĕтĕмĕшле илсен çынсене юхăннă çуртсенчен куçарма çурт-йĕр тумалли программăпа, социаллă ытти программăпа - нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе - эпир хамăрăн обязательствăсене пурнăçлатпăр, малашне те пурнăçлăпăр, - татăклăн хуравларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Авари пулма пултаракан çуртсем вырăнне çĕннисене тунине илес-тĕк - юхăннă çуртсенчен куçарма палăртнă 13,1 пин çемьерен 6,5 пин çынна /5,1 пин çемье/ хăтлă çурт-йĕре куçарнă ĕнтĕ.

- Нумай ачаллă çемьесем пирки калас-тăк - пирĕн хамăрăн регион программи пур, - калаçăва тăсрĕ Михаил Игнатьев. - Унпа килĕшÿллĕн 5 тата ытларах ачаллă çемьесем çурт-йĕр валли каялла тавăрса памалла мар субсиди илеççĕ.

Ача сачĕсен темине çĕкленĕ май вăл чи малтанах Дмитрий Медведева "ачасен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ячĕпе" тав турĕ, "мĕншĕн тесен эпир Чăваш Енре çĕнĕ йышши 45 ача сачĕ хута яма пултартăмăр".

Шкулсем тăвасси пирки каланă май Михаил Васильевич вĕренÿ заведенийĕсен типлă 4 проектне суйласа илнине палăртрĕ.

10 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 32 шкул тума палăртнă. - Çав шутра çĕннисем - 11.

- Чылай тĕслĕхре садик çумне шкул тумалли е шкул çумне тĕртсе садик çĕклемелли майсемпе усă курни меллĕ. Кăçал ку программăна пурнăçлама пуçларăмăр - халех 25 млрд тенкĕ куçаратпăр ĕнтĕ. Çак шутра Чăваш Республики валли палăртнă квота та пур - кун пирки те калаçăпăр... - ĕçлĕ тĕлпулăвăн массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемшĕн уçă пайне вĕçлерĕ Дмитрий Медведев.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
05 марта 2016
12:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter