Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу йĕркелесе ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва пуçланă май, чи малтанах Михаил Игнатьев регионта нарăс уйăхĕпе пуш уйăхĕнче муниципалитетсенче Депутатсен пухăвĕсем иртнине каланă. Районсемпе хуласенче пĕлтĕрхи çулшăн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнине, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене лартнине пĕлтернĕ. «Муниципалитетсенче лару-тăру тĕрлĕрен. Нумай районсенче халăхăн тупăш пайĕ чакни курăнать. Ĕç укçин виçи пĕчĕк, апат-çимĕç хакĕсем хăпарни сисĕнет. Нумай чухне муниципалитет ертӳлĕхĕ çаксене палăртасшăнах мар. Халăха чăннине калас пулать. Бюджет пайĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин виçи экономика аталанăвĕнчен пĕтĕмпех килнине палăртмалла.  Енчен те экономика ӳссе пырать пулсан, халăхсен те ĕç укçин шайĕ хăпарĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлу ĕçне хутшăннисем çуркуннехехи уй-хир ĕçĕсем пирки тĕплĕн канашланă. «Енчен те 2016-мĕш çулта уй-хир ĕçне тухăçлă пухса кĕртес тесен, пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле, техникăна юсамалла, çĕннисемпе улăштармалла, хальхи пурнăç таппинче пысăк технологиллĕ хатĕрсене пурнăçа кĕртме тăрăшмалла», - тенĕ ертӳçĕсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче региона Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Анатольевич Медведев ĕçлĕ çулçӳревпе килсе кайни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. «Патшалăх приоритечĕсем паллă. Ытларах ял хуçалăх пайне аталантарасси пирки тĕп ыйту лартнă», - тенĕ вăл. Палăртма кăмăллă, ял хуçалăхне вăй илтерме патшалăх енчен пулăшу сахал мар куçать. Кăçалхи пулăшу виçине илес пулсан, 2015-мĕш çулхинчен 10 процент пысăкрах. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра муниципалитетсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Кăçал пĕтĕмпе акса çитĕнтермелли çĕр лаптăксем 580 пин га йышăнаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев доклада итленĕ хыççăн, кăтартусем 2015-мĕш çулхипе тан пулнине асăннă. «Ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе еплерех ĕçлеме палăртатăр? Калас пулсан, уйрăм районсенче пачах та усă курман çĕр лаптăкĕсем 7 пин га. та çитнĕ. Сирĕншĕн çĕр тĕп пурлăх пулмалла. Бюджет хыснине те вăл тултарма пулăшать, енчен те тухăçлă ĕçлесен. Ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмелле, ертӳçĕсен хăйсен тĕрĕслесе тăмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев республикăри районсен ертӳçисене. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи çул кĕрхи культурăсене валли пĕтĕмпе 82,5 пин гектар çинче вăрлăха акса хăварнă, 195 пин гектар çĕре сухаласа тирпейленĕ.   Кĕрхи культурăсене акса хăварас ĕç кăтартăвĕсем ултă муниципалитетра планпа килĕшӳллĕн пурнăçланнă. Вĕсем: Улатăрта, Элĕкре, Йĕпреçре, Сĕнтĕрвăрринче, Пăрачкавра, Елчĕкре.  Вăрлăхсене хатĕрлессипе те лайăх ĕçлекен районсем пур. Вĕсем: Улатăрсем, Элĕксем, Йĕпреçсем.  Çак асăннă районсенче акса çитĕнтермелли вăрлăхсене 90 процентран та ирттерсе кондицине çитернĕ. Районсенче удобрение те кирлĕ пек чухлĕ хатĕрленĕ. Ку енĕпе ытларах Вăрнарсем, Красноармейски районĕсем палăрнă. Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Тăвай районĕсем ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменнине асăрхаттарнă министр. Михаил Игнатьев районсенче теплицăсем те хута ямаллине палăртнă. Чăваш Республикин çутçанталăк министрĕ Сергей Павлов çуркуннехи шыв-шур пирки ытларах чарăнса тăнă. Ăна валли хатĕрленсе ирттермелли ĕçсем пирки каласа кăтартнă. Халăха ытларах  Çавалпа Сăр шывĕсем инкек кӳме пултарнине асăрхаттарнă. Улатăрта та йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан юханшывсем пурри пирки палăртнă. Чăваш Енри КГЧС председателĕ Вениамин Петров асăннă ыйтупа республикăра ĕçсене йĕркелесе ирттерме пĕтĕмпе 8 млн. тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслевре тытса пыма хушнă район администрацийĕсен ертӳçисене. Тăлăха юлнă ачасен шăписем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн чарăнса тăнă. 2015-мĕш çулта 351 тăлăха шута илнĕ. Паянхи тĕп тĕллев – ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене çемьесене усрава парасси. Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов амăшсен хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасен прависене кирлĕ пек пурнăçламан районсене аса илнĕ. Вĕсем: Канашсем тата Муркашсем. Республика Пуçлăхĕ кун пек кăлтăксем пачах та тума юраманнине асăрхаттарнă муниципалитет ертӳçисене.  Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи пулма Виктор Кочеткова уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. «Сирĕн çав тери яваплă ĕç. ЖКХ пайĕнче йĕрке тумалли ĕçсем сахал мар. Тĕп тĕллев - саккуна пăхăнса таса чунпа тухăçлă ĕçлесе халăхшăн тăрăшасси, хăвăрăн ĕçсем пирки кашни эрнере мана тĕплĕн паллаштарса тăрăр», - тесе çирĕп каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тин çеç ертӳçĕ пулма шаннă Виктор Кочеткова. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 Тĕплĕнрех



09 марта 2016
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter