Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулнă

 Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулнă, «Мунча кунĕ» спектакль пăхнă. Театра пынă сумлă çынсене Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауриачĕ, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев тата Наталия Сергеева театр режиссерĕ кĕтсе илнĕ. Театр ертӳлĕхĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ культура храмĕ театр - 100 çул çитнине халалласа ирттермелли ĕçсем пирки канашланă. «Мунча кунĕ» спектаклье Арсений Тарасов çырнă, композиторĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ Николай Казаков. Спектакльри тĕп рольсенче РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслав Александров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, çамрăксен премийĕн лауриачĕ Елизавета Хрисанова, паллă артистсем Наталия Сергеева, Оксана Драгунова, Александр Петров, Сергей Павлов вылянă. Тĕплĕнрех



09 марта 2016
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter