Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Агрофирма «Ольдеевская» АХО директорсен канашĕн председателĕпе Евгения Беликовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Агрофирма «Ольдеевская» АХО директорсен канашĕн председателĕпе Евгения Беликовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче агрофирмăна модернизацилес, таварсене вырнаçтарассипе çыхăннă уйрăм ыйтусене сӳтсе явнă. Пĕлтĕрхи çул производствăна модернизациленине кура,  таварсен калăпăшне ӳстерме май килнине асăннă. 2010-мĕш çултан пуçласа агрофирма çĕнĕрен те çĕнĕ теплицăсем хута яма май килнине каланă.  Пĕтĕмĕшле организацин 25 гектар теплица пайĕ, вĕсенчен 14 гектарне модернизацилеме те ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ теплицăсене хута янипе пĕрлех ăшăпа тивĕçтерес тытăма та йĕркене кĕртсе пыраççĕ. Агрофирма директорĕ хутса ăшăтмалли системăсене ылмаштарнине кура, çулталăкра усă куракан газа икĕ хут та пĕчĕклетме май панине каланă. «Кивĕ технологисене прахăçласа çĕннине пурнăçа кĕртсе пырасси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. РФ тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисем тăтăшах субсидисемпе пулăшаççĕ. Кăçал та теплицăсене модернизацилессипе ĕçе малалла тăсма тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ ертӳçĕ. 2007-мĕш çулта «Ольдеевская» агрофирма, пăрахăçланнă юрăхсăра тухнă хуçалăха туяннă, выльăх-чĕрлĕх, сĕт суса илессипе ĕçлеме тытăннă, ăратлă выльăх ĕрчетме тĕллев лартнă.    Ют çĕршывсен, малта пыракан предприятисен паха опытне тĕпе хурса ĕçленине кура, хуçалăх пĕр ĕнерен çулталăкне 8 пин те 500 литр сĕт суса илме палăртса хунă. Вĕсем тирпейлесе кăларакан таварсем республика тулашĕнче те сахал мар пулнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуçалăх ертӳçисене, унта тăрăшакансене ăнăçусем суннă, малашне те тухăçлă ĕçлеме каланă. Тĕплĕнрех



01 апреля 2016
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter