Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

 


Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче регионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен  Координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре коррупцине хирĕç кĕрешессипе комплекслă ĕçсем пурнăçланса пынине каланă. Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикине 2015-мĕш çулта ыйтупа ĕçлеме  тĕслĕх тесе  палăртнă. Йышăннă Плана пурнăçа кĕртме хатĕрлесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсене ыттисемшĕн кăтартуллă пулнине, республика çав тери тухăçлă ĕçленине каланă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин та коррупцине хирĕç кĕрешме тĕрлĕ ыйтусене татса парассипе çав тери пысăк тĕллевсем лартнине тепĕр хут аса илсе хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – ыйтусене туллин татса парасси», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

 Чăваш Республикин Прокурорĕ Сергей Легостаев патшалăх заказĕсем пирки чарăнса тăнă, уйрăм саккун йĕркисем çинчен сăмах пуçарнă. Прокурор пĕлтернĕ тăрăх, саккуна пăснă тĕслĕхсем 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 2015-мĕш çулта 3 пин ытла ӳснине пĕлтернĕ.

 Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев вĕсен министерствинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе ятарлă ĕç ушкăнĕ ĕçленине каланă. Пĕлтĕр вĕсен служби коррупци енĕпе 290 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине, пурне те вăхăтра явап тыттарма май килнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев коррупцине хирĕç кĕрешессипе саккуна пăхăнса тимлĕ ĕçленине пĕлтернĕ.  Финанспа çыхăннă ыйтусене те тĕрĕслев витĕр кăларассине çирĕп йĕркепе пурнăçласа пынине палăртнă, паянхи пурнăçра ытларах профилактика ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрнине, ĕçе кулленех кирлĕ пек шайра йĕркеленине палăртнă.  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсен ертӳçисемпе тĕрлĕ канашлусем йĕркеленине, коррупцие хирĕç кĕрешмелли майсем пирки анлăн калаçнине асăннă. 2016-мĕш çулта та ыйтăва кун йĕркинче тытассине, тăтăшах район, хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсемпе калаçусем ирттерме палăртса хунине пĕлтернĕ.

 Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин патшалăх тата муниципалитет контракчĕсем пирки сăмахланă. Калăпăр, 2015-мĕш çулта пурĕ 29 пин контракт ĕçне çирĕплетнĕ, вĕсенчен 111-шне кирлĕ пек шайра пурнăçламаннине, йĕрке пăснине асăннă. Министр строительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне палăртнă тапхăр тĕлне вĕçлеменнин айăпĕ, проектпа смета ĕç хучĕсем пахалăх енчен тивĕçтерменнине каланă. Ку енĕпе ĕçе тӳрлетмеллисем сахал мар.

Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтĕрхи çул бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе организацисем тĕллевлĕн усă курнипе курманнине сахал мар тухса тĕрĕсленине каланă. Пурĕ вĕсен шучĕ 258 çитнине, кăлтăксем пулнине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин экономикăпа финанс министерствисене йĕрке пăсса ĕçе пурнăçлакансем пирки сайта та çырса пĕлтерме хушнă. Вăл предприятисемпе организацисем çинчен кашни ертӳçĕсен пĕлмелле, вĕсенчен асăрханмаллине каланă.

  Ку хутĕнче ларура Сĕнтĕрвăрри тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен ертӳçисен тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Борисовпа Сергей Осипенко доклачĕсене итленĕ, муниципалитетсенче пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.   Чăваш Енри патшалăх пурлăх комитечĕн  председателĕ Наталья Тимофеева çĕрсемпе усă курнăшăн, арендăсемпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче  пуш уйăхĕн 1-мĕш тĕлне аренда парăмĕ 218,1 пин тенкĕ пухăнса кайнине, Çĕнĕ Шупашкарта 32,9 млн. тенкĕ пулнине асăннă. Ял хуçалăх пайĕ валли уйăрнă çĕрсемпе  Сĕнтĕрвăрри районĕнче тĕллевлĕн усă курман тĕслĕхсем тупнине каланă.

Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Сĕнтĕрвăрри районĕнче  «СПК «Возрождение» ТМЯО  кăлтăксем пуррине пĕлтернĕ, контракт ĕçĕсенче йĕркене пăснине тупса палăртнине каланă. Çĕнĕ Шупашкарта ЖКХ пайĕн ресурссемпе усă курнăшăн парăмсем чылай пухăннине аса илнĕ. «Новэк» управляющий компани ĕçĕпе кăмăлсăрланнă республика Пуçлăхĕ. Унта ĕçленĕ уйрăм çынсем тепĕр ЖКХ ĕçлеççĕ, анчах та йĕрке пуласси иккĕленӳллĕ пулнине асăрхаттарнă Ертӳçĕ муниципалитет пуçлăхĕсене. Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн секретарьне ЖКХ ыйтăвĕсене çирĕп тĕрĕслеме,  «Коммуналлă технологи» ТМЯО парăмĕсем пирки те ыйтусене кун йĕркинчех тытма сĕннĕ.    Тĕплĕнрех



01 апреля 2016
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter