Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри медицина ĕçченĕсен анлă ларăвне хутшăннă

 


Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш патшалăх филармонийĕнче ирттернĕ республикăри медицина ĕçченĕсен анлă ларăвне хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тухса калаçнă. Министр хăйĕн докладĕнче медицина пайĕн пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕн чи пысăк ӳсĕмĕ – демографи лару-тăрăвĕ лайăх пулнине палăртнă. Чăваш Енре тăваттăмĕш çул ача çураласлăхĕн шучĕ пысăк пулни пурне те хавхалантарнине, федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсем хушшинче пирĕн республика çынсем вилнин шучĕ пĕчĕк пулнă кăтартупа чи ăнăçлă виçĕ регион шутне те кĕнине асăннă.  Палăртма кăмăллă, регионта 71 çултан та иртсе пурăнакансен шучĕ çав тери пысăк, вилекенсем те çак çултан иртсе кайса пурăннисем самай нумай.  Пĕчĕк пепкесем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕслĕхсем çук тесен те йăнăш мар. Ачасене сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Раççей, Европа  шайĕнче те пирĕн республика ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине Раççей Федерацийĕн министерствисен ертӳçисем пĕр хуччен çеç мар кун пирки каланă.     «Чирлес мар тесен, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. Республика Правительстви хăй енчен сывлăх сыхлавĕн инфратытăмне лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçлать, тĕрлĕ майсем шырать. Калас пулсан, республикăра пурăнакансенчен 38 проценчĕ кулленех спорта çӳрет», - тенĕ министр докладра. Шыçă чирне çынсенче малтанхи тапхăртах тупса палăртасси  те сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансемшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать.  «Пĕлтĕр рак чирĕпе вилнисен шучĕ 9 процента çити пысăкланни пурне те пăшăрхантарать. Кăтартăва пăхас пулсан, ку енĕпе çителĕклĕ таран ĕçлеменни çав-çавах курăнать. Малашне тата та тĕплĕнрех, чире вăраха ярассинчен асăрханса çивĕч ĕçлемелле», - тесе каланă министр. 2016-мĕш çулта Республикăри онкодиспансер çумĕнче çĕнĕ хирурги уйрăмне хута яма палăртса хунă. Кунсăр пуçне регионта тата та 50 ФАП хăпартма йышăннă. «Эпир хамăрăн ĕçре ялсенче çĕнĕрен уçăлакан ФАПсенче те шыçă чирне çынсенче малтанхи тапхăрта тупса палăртма кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама тăрăшăпăр, сиплев учрежденийĕсенче пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарса, вĕсемпе малашне те ĕçлеме палăртăпăр», - тенĕ Алла Самойлова. Çынсене сипленĕ чухне пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Халăх та çакнах çирĕплетсе калать. 2015-мĕш çулта учрежденисенче медицина хатĕрĕсене çĕннисемпе тивĕçтерме пуçланă. Медицина инфратытăмне тĕпрен çĕнетсе улăштарма, строительство ĕçне йĕркелеме республика бюджетĕнчен  58 млн. тенкĕ тăкакланă. «Пĕлтĕр республикăра тăватă поликлиникăна тĕпрен юсанă, çĕнĕ  пĕр офис хута янă. Кăçал Шупашкарта пĕчĕк районсенче çĕнĕ поликлиникăсем тума палăртнă», - тенĕ министр Алла Самойлова.

Сипленекенсен тата сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен ячĕпе министр Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çĕршыври экономика йывăрлăхне пăхмасăрах, Шупашкарта Ленин проспектĕнче çĕнĕ поликлиника хута яма палăртнăшăн тав тунă. Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕпе халăх кăмăллă пулнине асăннă, ку пысăк çитĕнӳ тесе каланă.  Кăтартăва пăхас пулсан, юлашки 5 çул хушшинче 41,8 процентран пуçласа 63,5 процента çити çынсем медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă пулни те çакнах çирĕплетет. Рейтинг кăтартăвĕсене пăхас пулсан, федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республика 4-мĕш вырăнта, Раççейри субъектсем хушшинче вара 18-мĕш вырăна тухнă.  Министр ларăва пухăннисем умĕнче пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуçлăхне халăх суйланине аса илнĕ. «Çынсем республикăри тăнăçлăхпа килĕшсе, пурте пĕр сасăллă пулса Михаил Игнатьева регион Ертӳçи пулма суйланă», - тесе каланă. Кăçал вара 2016-мĕш çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлама тивĕ. Кашнин ĕçе яваплăха туйса кирлĕ пек пурнăçламаллине каланă.  

  Канаш районăн тĕп больницăн тĕп врачĕ Рената Федорова ытларах хăйĕн докладĕнче ялсенче халăха медицина пулăшăвĕсене парас ыйту пирки чарăннă. Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвне пама çителĕклĕ инфратытăм аталаннине асăннă. Ялти тухтăрсенчен 32 проценчĕ 36 çула çитмен çамрăксем пулнине пĕлтернĕ. Кăтарту пурне те савăнтарать. Ялсенче çынсем вилнĕ тĕслĕх 3,4 процента çити пĕчĕкленнине палăртнă.

Хулари 1-мĕш №-лĕ больницăн тĕп врачĕ Наиля Зинетуллина  хăйĕн докладĕнче «Çĕнĕ поликлиника» проект пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки каласа хăварнă.  Тĕп врач Шупашкарта çулсерен çын йышĕ 1000-не çити ӳссе пынине пĕлтернĕ. Халăха пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ паракан врачсем çителĕксĕр пулнине каланă. Электронлă регистратура ĕçлени, колл-центр хута кайни те пысăк пулăшу  тесе палăртнă, медицина ĕçченĕсем кунне-çĕрне пăхмасăр тимлĕн ĕçленине каланă.

Республикăри çамрăксен правительствинчи сывлăх сыхлавĕн министрĕ Юлия Ратьева пĕлтĕрхи çул çамрăксем хушшинче сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем пирки сахал мар тĕрлĕ калаçусем ирттернине, яш-кĕрĕме профессине хисеплеме, унăн шайне ӳстерме йышăннă мерăсем çинчен канашланине асăннă. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем патĕнче çамрăксем хăйсене пĕр хуччен мар специалист шутĕнче пулса курма тӳр килнине каланă.   Çамрăк министр Юлия Ратьева Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республика Правительствине, Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствине  çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.

  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн шаннă çынни, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн пайташĕ, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви çумĕнчи Общество канашĕн членĕ Валенитина Теллина докладра вĕсен организацийĕ пĕлтĕр сывлăх сыхлавĕн пайĕнчи ĕçсене сахал мар тĕпченине, анкета тăрăх хакланине палăртнă. Пурĕ вĕсем республикăри 55 учрежденире анкета йĕркеленĕ. Халăхсенчен 96 проценчĕ медицина пайĕпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтернĕ, тухтăрсен ĕçне пысăка хакланă, медицина ĕçченĕсем тăрăшуллă пулнине палăртнă.

Чăваш Енри Медицина Ассоциацийĕн председателĕ Владимир Викторов регионта медицина пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынине асăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрĕн тĕп врачĕ  Николай Николаев докладра паянхи пурнăçра ытларах медицина пайне çамрăксене явăçтарма сĕннĕ, малашне тата та медицина лайăхрах аталанса пырассине шанса каланă. Ларура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Чăваш Ен Правительстви, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ регионта социаллă политикăна, экономикăна, сывлăх сыхлавне упраса пĕр тан лайăх аталантарса пырассишĕн сахал мар вăй хунине, курăмлă ĕçленине каланă. Кулленех пурнăçа пысăк технологисене кĕртсе пынине, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса пурте ĕçленине асăннă.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина ĕçченĕсене тараватлă пулнăшăн, хăйсене шанса панă ĕçе таса чунпа пурнăçланăшăн ыранă, тав тунă. Вăл та ытларах çамрăк специалистсене ĕçе кӳлĕнтермеллине, вĕсене хăйсене аталантарса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе памаллине çирĕп каланă.  Халăха йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене çийĕнчех татса пама тĕрлĕ майсем тупма хушнă. Тата çакна каласа хăвармалла, регионта тӳлевлĕ медицина учрежденийĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Вĕсенче ĕçлекен тухтăрсем патшалăх учрежденийĕсенче шутланса тăраççĕ. «Пĕр вăхăтрах темиçе ĕçре те ĕçлеме çăмăлах мар. Кун пек чухне вĕсем патшалăх учрежденийĕсенче ĕçленĕ чухне пĕтĕм вăя парса ĕçлеменни те сисĕнет», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май, ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме сĕннĕ.  Михаил Игнатьев медицина ĕçченĕсемпе ĕç укçи пирки те сăмах пуçарнă. «Каламасăрах, паллă, экономика аталанăвĕнчен ытларах шалу укçи епле пуласси килет. Паян пирĕн йышăннă ĕç укçин шайне упраса хăварасси тĕп тĕллев пулнине, халăха ăнлантарса пама пĕлмелле», - тенĕ вăл. «Пĕрле пурăнмалла - пĕрле ĕçлемелле» программа  республикăра лайăх пурнăçа кĕрсе пынине те каласа хăварнă. Яланхиллех, ĕçре хастарлăхпа, уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем: Эльвира Краснова (Çĕнĕ Шупашкартан),  Анна Любимова (Шăмăршăран), Татьяна Степанова (Канаш районĕнчен) тата ыттисем те. Тĕплĕнрех



01 апреля 2016
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter