Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пайташĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пайташĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ   Лариса Арсентьева, Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн представителĕсем: Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Николай Казаков, «Объединённое железнодорожное хозяйство»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Виктор Горбунов,  Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕн çумĕ Игорь Дорофеев, Чăваш Республикинчи ОНФ регионти уйрăмĕн исполкомĕн ертӳçи Николай Косыев хутшăннă.

 Виктор Горбунов Чăваш Ен Пуçлăхне  Михаил Игнатьева «çавра сĕтел» калаçăва йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн, актуаллă ыйтусене сӳтсе явма майсем тупса панăшăн тав тунă. Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн юхăмне ертсе пыраканĕ, унăн пуçаруçи Владимир Путин. «Халăх фрончĕн тĕп тĕллевĕ – Раççей вăйлă, хăй тĕллĕн аталанма пултаракан хăватлă, мĕнпур халăха пĕрлештерсе тăракан патшалăх пулнине пурне те уççăмăнах кăтартса парасси. Эпир йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тупса палăртатпăр, вĕсене туххăмрах татса пама тĕрлĕ çул-йĕрсем шыратпăр», - тенĕ Виктор Горбунов. 2015-мĕш çулта вĕсен организацийĕ нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене çивĕч тĕрĕслесе пынине пĕлтернĕ. Çынсене ишĕлекен çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассине, ЖКХ тытăмне, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те кун йĕркинчех тытнине асăннă.

 Игорь Дорофеев республика ертӳлĕхне организаци ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. «Регион шайĕнче ирттернĕ конференци ĕçне Чăваш Ен Правительствин представителĕсем хутшăннă. Çакă, шăпах та, ĕçе уççăммăн, анлăрах йĕркелесе ирттерме ирĕк пачĕ. Мĕнпур ыйтусем çине туллин хуравсем пулчĕç», - тенĕ вăл. Тĕлпулу вăхăтĕнче пухăннă ертӳçĕсем халăха авариллĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă ыйтусем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Игорь Дорофеев хăйĕн сăмахĕнче Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан программа ăнăçлă пирĕн республикăра пурнăçланса пынине асăннă. «Паллах, уйрăм кăлтăксемсĕр мар, анчах та вĕсене вăхăтра Чăваш Республикин Строительство министерствипе пĕрле туххăмрах татса пама май килнĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017-мĕш çулта çӳлерех асăннă программăна, çынсене авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассине, пĕтĕмпех туллин пурнăçлама тĕллев лартнине пĕлтернĕ. 2013-2017-мĕш çулсенче граждансене ишĕлекен çурт-йĕртен куçармалли программăпа килĕшӳллĕн,    Чăваш Енре пурăнакан 13200  çынна хăтлă çурт-йĕре пурăнма куçармашкăн тĕллев лартнă. Строительство ĕçне пурнăçлама 5 млрд тăкаклама палăртса хунă.

Игорь Дорофеев регионта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă патшалăх программи тĕплĕн пурнăçланса пынине каланă. Паллах, çитменлĕхсем те пурине асăннă. Халăха кирлĕ пек хыпарсене туллин вăхăтра илсе çитерме сĕнӳ панă. «Харпăр хăй пурлăхне юсаттарас текенсен хаксем пирки тата вĕсене епле вăхăт хушши тирпейлени çинчен те пĕлсе тăмалла. Калăпăр, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен çынсене тĕрлĕ тĕлпулусем йĕркелесе памалла, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене ăнлантарса пымалла», - тесе палăртса хăварнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасен сĕнĕвĕсемпе килĕшнĕ, малашне те организацийĕн пайташĕсене ĕçе активлă хутшăнма чĕнсе каланă. Калаçу вăхăтĕнче Çĕмĕрле хули пирки сăмах пуçарнă, тĕрлĕ ресурссемпе пулăшу илессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев муниципалитетăн çĕнĕ ертӳçĕ пур ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăрнине, хулара ырă улшăнусем пулса иртни куçкĕретех пулнине палăртнă, г çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн та муниципалитетăн пуçласа парăмсем пысăкланманнине, вĕсем пĕчĕкленнине пĕлтернĕ.

Николай Казаков сывлăх сыхлавĕ, культура, вĕренӳ пайĕпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Николай Косыев ял хуçалăхĕ, муниципалитетсен аталанăвĕ, çул-йĕр ыйтăвĕсем пирки сăмах пуçарнă. Тĕлпулăва пухăннисем малашне те Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн çакăн пек тĕплĕ калаçусене йĕркелесе ирттерессине шантарса каланă. Тĕплĕнрех



01 апреля 2016
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter