Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ службăсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Çитес вăхăтра çанталăк условийĕсене тĕпе хурса, тавралăха тирпей-илем кӳртме ятарлă ĕç графикне çирĕплетесси пирки сăмах пуçарнă, чи малтанах халăх йышлăн çӳрекен вырăнсенче тирпейлемеллине асăрхаттарнă. Раççейре чи хитре те тирпейлĕ хула ятне Чăваш Енĕн тĕп хули Шупашкар çĕнсе илнине каланă,  хисеплĕ ята малашне те  сумлăн тытса пымаллине асăннă. Тирпейлĕх ыйтăвне эрне хушшинче кирлĕ пек шайра татса памаллине каланă. Муниципалитетсенчи тирпейлĕхе хаклассипе ятарлă конкурс та йĕркелемеллине çирĕплетнĕ.

  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Олег Бирюков хăйсен муниципалитетсенче тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йĕркеленнĕ мероприятисем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Кану кунĕсенче Шупашкарта пурăнакан 10 пин ытла çын тавралăха çӳп-çапран тасатма тухнине пĕлтернĕ. Хула депутачĕсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕсем уйрăмах ĕçе активлă хутшăннине каланă. Ку эрнере палăртнă ыйтупа вĕçне хĕрне тухасси пирки çирĕплетсе хăварнă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура, тавралăха тирпейлесси пирки ыйтăва тăратнине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене тирпейлесе тасатмаллине, уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланине аса илсе хăварнă, ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă Юрий Васильев. Çулсем çинчи путăк-варсене вăхăтра юсама сĕннĕ.  

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче кăçал, Чăваш Республикин бюджечĕ пирки калакан Саккуна çĕнĕлĕх кĕртсе хăварнă. Республика хысни маларах палăртнинчен 2 млрд. та 426,6 млн. тенкĕ чухлĕ ӳсет.  Социаллă ыйтусене татса пама бюджета укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнине асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене халăх патне кирлĕ пек хыпарсене вăхăтра илсе çитерме хушнă. Чăваш Республикин финанс министрне пур уйăрнă пулăшăва та вăхăтра илсе пынипе пыманнине çирĕп тĕрĕслевре тытса пыма хушнă.

  Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов хăйĕн докладĕнче ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче Нурăсра Çавала çурхи шыв татса кайнине каласа кăтартнă. Лару-тăрăва малтанласах çирĕп тĕрĕслевре тытнине асăннă, асăрхаттару паллисене те çителĕклĕ вырнаçтарнине, ятарлă службăра тăрăшакансем кунне-çĕрне пăхмасăр хурал тăнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра автобус тата ытти транспортсем Шăхасан, Красноармейски çулĕсемпе çӳренине асăннă.  Юлашки икĕ-виĕ кун хушшинче çакăн пек ăшă çанталăк тăрсан, шыв чакасси те паллă. Ун чух вара кĕпере çĕнĕрен юсаса сарма палăртнă.

 Паянхи ларăва пухăннисем Шупашкарта спорт объекчĕсене хута ярассипе çыхăннă ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков 2016-мĕш çулта республикăн тĕп хулинче тăватă пысăк спорт объекчĕ хута каяссине каланă. Раççей регионĕсем хушшинче Чăваш Республикине те спорт объекчĕсенче ачасене спортпа аталанма ятарлă хатĕрсене илме, пулăшу куçарса парассине палăртнă министр, палăртнă ыйтăва татса пама 18 млн. тенкĕ куçасси те паллă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ЖКХ реформăлама витĕм кӳрекен фонд – патшалăх корпорацийĕ урлă Чăваш Республикине Шупашкар районĕнчи усал каяшсене тирпейлемелли объекта модернизацилеме пулăшу куçассине ырă хыпара пĕлтернĕ. Фондăн генеральнăй директорĕ Константин Цицин хăйĕн докладĕнче 126,75 млн. тенкĕ куçарассине çирĕплетсе каланă. «Чăвашавтотранс» ГУП ĕçĕ пирки Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн каласа кăтартнă, льготăллă майпа усă куракан халăха турттаракан пĕртен-пĕр предприяти пулнине асăннă. 2015-мĕш ĕç кăтартăвĕсене пăхас пулсан, предприяти тăкакпа ĕçленĕ, паянхи кун та лару-тăру çăмăл маррине асăннă, 46 млн. парăма кĕнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра организацин ĕçне çăмăллатасси пирки ĕç хĕрӳ пырать. Электронлă  майпа билетсене туянма кирлĕ пек условисем йĕркелеме палăртнă. Патшалăх программисене хутшăнса, ытларах транспортсене газпа çӳретме йышăнасси те куçкĕретех. Михаил Игнатьев предприятийĕн ĕçне уçăмлатма, вĕсен тухăçлăхне ӳстерме чĕнсе каланă.

 Шупашкарти Тракторсем тăвакан проспектри 14-мĕш микрорайонти 9 хутлă çурт шăпи пирки те сăмах пуçарнă паянхи канашлура. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков каласа ăнлантарнă.  Çурта хăпартаканĕ «Устра» ТМЯО унăн директорĕ Андреев Владимир Леонидович. Объекта хăпартма палăртнă çĕр лаптăкĕ, шăпах та, вĕсем çинче шутланать. Çурта çĕклеме Шупашкар хула администрацийĕ 2014-мĕш çулта утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче предприятине  ирĕк панă. Объекта вĕçлеме 2016-мĕш çулта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен тĕллев лартнă. Хăй вăхăтĕнче «Устра» ТМЯО, объектăн тĕп подрядчикĕ пулнă май, строительство монтаж ĕçне пурнăçлама «Премиум инжинирингпа» ТМЯО, унăн генеральнăй директорĕ Николаев Андрей Владимировичпа,  килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, предприяти 30 млн. тенкĕлĕх объект ĕçне пурнăçланă, анчах та вĕçне хĕрне тухса пĕтеймен. Ун хыççăн, «Устра» ТМЯО килĕшӳ хутне 2015-мĕш çулта ака уйăхĕнче пĕр енлĕн пăрахăçланă, вара ĕçе малалла «Спецмонтажкомплект» ТМЯО тăснă, унăн генеральнăй директорĕ Алексеев Александр Сергеевич.  Кăлтăксемсĕр мар, татса памалли ыйтусем пухăнса кайнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри Прокуратура, ШĔМ тата ытти службăсем ыйтăва уçăмлатассипе тăрăшаççĕ. Çитес вăхăтра «Премиум Инжиниринг» ТМЯО генеральнăй директорне Андрей Николаева Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва кирлĕ пек татса пама чĕнсе каланă.

Яшсене çар ретне илессипе çыхăннă ыйту пирки Чăваш Республикинчи çар комиссарĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Исаев тĕплĕн каласа кăтартнă. Ака уйăхĕн 11-мĕш тĕлне пурĕ 26 пин те 325 яша çара кайма учета тăратнине пĕлтернĕ.  Тарса çӳрекенсем те çук мар, вĕсен йышĕ – 1750 çын. Александр Исаев хăйĕн докладĕнче 10 яш пĕр çул та 9 уйăхлăха çар ретĕнче тăма заявлени ыйтса çырнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева çар ретне тăма яшсене комисси витĕр кăларассипе муниципалитетсенче  активлă ĕçленине асăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

 



11 апреля 2016
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter