1966-мĕш çулта Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ Владимир Димитриевич Сергиевскийĕн ятне асăнса Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри шахмат турнирĕ уçăлнă

 


Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче, 1966-мĕш çулта Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ Владимир Димитриевич Сергиевскийĕн ятне асăнса, Пĕтĕм Раççейри хăвăрт шахматла выляссипе  ирттернĕ турнира уçнă çĕре хутшăннă,  Раççейри шахматла вылякансен федерацине Чăваш Енре çакăн пек сумлă спорт мероприятине йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.   «Пире пысăк спорт мероприятисене регионта ирттерме яланах шанаççĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче паллă ентешĕмĕре, шахмат енĕпе çĕнсе илнĕ Раççей чемпионне, СССР спорт мастерне Владимир Димитриевич Сергиевский ятне халалласа турнир иртет, яланах спорт календарьĕнче çак мероприяти пулĕ», - тенĕ регион Ертӳçи Михаил Игнатьев. Тĕнчери паллă спортсменсене пирĕн республикăна килсе çитнĕшĕн тав тунă, тин çеç спортăн çак тĕсне кӳлĕннисене ăнăçусем суннă, ĕмĕртен пыракан спорт вăййи хальхи пурнăçшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, шахматла вылясси йăлана кĕрсе пырассине шанса каланă.   Шахмат вăййисен федерацийĕн правлени председателĕн çумĕ Александр Ткачев Раççей Спорт министерствине, Чăваш Ен Пуçлăхне çакăн пек пысăк спорт мероприятине ирттерме пулăшнăшăн ырласа тав тунă.   Ăмăртăвăн тĕп судьи Станислав Янушевский мероприятийĕн планĕпе паллаштарнă, спортăн торжествăлла пайĕ Шупашкарта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнине, ăмăртусем вара ака уйăхĕн 11-13-мĕш кунĕсенче пулассине пĕлтернĕ.  «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче спортсменсене валли шахматла выляма 100 сĕтел хатĕрленĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрремĕш вăйăна пуçласа ыттисене тĕслĕх кăтартса панă. Тĕплĕнрех



11 апреля 2016
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter