Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

55 ҫул каярах пирӗн ҫӗршыв пӗтӗм тӗнчешӗн космос хутлӑхне уҫнӑ, ҫапла майпа этемлӗхӗн чи хаклӑ ӗмӗтне пуринчен малтан пур­нӑҫланӑ. Планета ҫинче пу­рӑ­накан мӗнпур ҫын Раҫҫей летчикӗн – Юрий Гагарин пӗрремӗш космонавтӑн – паттӑр­лӑхне ырласа савӑнӑҫлӑн алӑ ҫупнӑ.                 

Космос историне Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗн – икӗ хутчен Совет Союзӗн Ге­ройӗн, космонавтсен пӗрремӗш отрячӗн членӗн, уҫлӑха икӗ хутчен ҫӗкленсе ин­ҫете тата вӑрах вӑхӑтлӑха вӗҫес енӗпе темиҫе тӗнче рекорчӗ тунӑ Андриян Николаев ячӗ те ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса кӗрсе юлнӑ.

Эпир, Чӑваш Енре пурӑнакансем, Андриян Николаев ятне сӑваплӑн та тип­тер­лӗн сыхласа упратпӑр, вӑл пысӑк чун ха­валӗллӗ, питӗ паттӑр, ҫав вӑ­хӑт­рах сӑпайлӑ, тӗлӗнмелле ҫын  пулнине яланах асра тытатпӑр.   

Совет тата Раҫҫей космонавтикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Николай Бударинпа Муса Манаров космонавтсен ячӗсем те Чӑваш Енпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ.     

Эпир хамӑр ҫӗршывӑмӑрпа тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр, уҫлӑха парӑнтарнӑ хӑ­юл­­лӑ ҫынсен несӗлӗсем пулнипе хавхаланатпӑр. Пирӗн ачасемпе мӑнуксем те космос паттӑрӗсем ҫинчен пӗлни, ҫав сӑваплӑ астӑвӑма вӗ­сем килес ӑрусене пама пултарни питех те пӗлте­рӗшлӗ.     

Республикӑри ҫамрӑк космонавтсен «Пире уҫлӑх инҫетлӗхӗсем йыхӑраҫҫӗ» юхӑ­­мӗ аталанать, унта ачасем тӗпчев ӗҫӗсемпе тата наука ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑ­сӑк­ланаҫҫӗ, космос тематикипе иртекен регионсем хушшинчи тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссене хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ. 

Пирӗн ҫамрӑксем космоса пуҫласа ҫул хывнӑ легендарлӑ паттӑрсен ӗҫне малалла тӑсасса, космос уҫлӑхне этемлӗх ырлӑхӗшӗн алла илес ӗҫе хӑйсен тӳпине хывасса шанса тӑратӑп. 

Ӗҫӗ-хӗлӗ авиаципе тата космоспа ҫыхӑннӑ мӗнпур специалиста чун-чӗререн  тав тӑватӑп.  

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх тата ӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ пуҫарусем сунатӑп!

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                        М.Игнатьев 



12 апреля 2016
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter