Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Правительство çуртĕнче РФ Транспорт министерствин анлă ларăвне хутшăннă

 


Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра. Раççей Федерацийĕн Правительство çуртĕнче РФ Транспорт министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Паллă мероприятире унпа пĕрле Чăваш Енрен çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов пулнă. Коллегине хутшăннисене РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Аркадий Дворкович, РФ Президенчĕн Пулăшуçи Игорь Левитин, РФ  Патшалăх Думин транспорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитетăн Председателĕ Евгений Москвичев, РФ Шутлав палатин аудиторĕ Валерий Богомолов саламланă. Раççей транспорт Министрĕ Максим Соколов 2015-мĕш ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă,  кăçалхи çул валли лартнă тĕллевсем çинчен, 2018-мĕш çулчченхи ĕç планĕ пирки чарăнса тăнă. 2015-мĕш çулта экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та палăртнă тĕллевсене пурне те туллин пурнăçа кĕртнине асăннă, çĕршывра транспорт ыйтăвĕ кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Ĕçĕн тĕп приоритечĕсенчен пĕри - Раççейри транспорт пулăшăвĕпе туллин тивĕçтересси, инфратытăма ăнăçлă аталантарса пырса ăна хӳтĕлеме пĕлесси пулнине каланă Министр.   РФ транспорт Министрĕ пĕлтĕрхи ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсем çинче ытларах чарăнса тăнă. Калăпăр, 2015-мĕш çулта федераци шайĕнчи  423 çухрăм çул-йĕре сарса тирпейленĕ. Регионсенчи çулсене пĕтĕмпе 3 пин çухрăм реконструкциленĕ. Çитес çулсенче пысăк хăвăртлăхпа çӳретме ирĕк паракан чукун çул хута ямалли проект пурнăçа кĕрессине палăртнă, объект çĕршыври 7 регион урлă иртсе каяссине каланă. 2016-мĕш çулта социаллă пĕлтерĕшлĕ тытăмра халăхсене транспортпа илсе çӳретме условисем йĕркелесе парасси - тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине каланă.  Транспорт пайĕнче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесси те кун йĕркинчех тăнине асăннă, ку енĕпе специалистсене хатĕрлеме ирĕк паракан ятарлă университет та хута яма тĕллев ларнине каласа хăварнă. Экономика аталанăвĕшĕн транспорт инфратытăмĕпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртсе пыни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, кризисран та тухма чăрмавсене сирсе пырассине каланă. РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ  Аркадий Дворкович транспорт инфратытăмне аталантарасси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. Кăтарту та çук мар, çитĕнӳсем куçкĕретех. РФ Президенчĕн Пулăшуçи  Левитин Игорь хăйĕн сăмахĕнче Раççей Президенчĕ транспорт инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслевре тытнине, çĕршыв ертӳлĕхĕ лартнă тĕп тĕллевсем пирки каласа кăтартнă. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – çулсем çинче пулнă инкексенче çынсен пурнăçне çăлса хăварасси тата аварисен шутне чакарасси пулнине каланă ертӳçĕ. 10 çул хушшинче Раççейре пĕтĕмпе çулсем çинче аварине лексе 350 пин çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. РЖД реформăласси, сывлăшра вĕçекен транспортсене сертификацилесси, пысăк тавракурăмлă специалистсене хатĕрлесе кăларасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.   

Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле çул-йĕрсене сарма 2015-мĕш çулта 3 млрд.та 729,7 млн. тенĕ тăкакланă.  Пурĕ регионта вырăнти пĕлтерĕшлĕ, республика шайĕнчи автомобиль çулĕсене 30,1 км çухрăм сарнă. Путăк-çурăксене те тирпейленĕ, вĕсем – 112,4 çухрăм. Кртиш территорийĕ пурĕ 158, вĕсем патне пымалли çулсем – 113, пĕтĕмпех тирпейлесе объектсене çĕнетнĕ.  2016-мĕш çул валли палăртса хунă тăрăх,  çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ федераци укçи-тенкипе пĕрле – 3,7 млрд. тенкĕпе танлашать.  Республикăра 50 çухрăм çула сарма, путăк-çурăксене 62 çухрăм тирпейлеме, çуртсем таврашĕнчи 150 лаптăка  тата вĕсем патне илсе пыракан çулсене илем кӳртме палăртнă. 2015-мĕш çулта ял тăрăхĕнчи çулсене сахал мар тирпейленĕ, пурĕ 23,8 çухрăм хута янă. Кăçал ялсем çывăхĕпе иртсе каякан 10 çухрăм автомашина çулĕсене çутăпа тивĕçтерме палăртса хунă.  Шупашкар хулинче те пĕтĕмпех çулсене тирпейлесе çитернĕ тесен те йăнăш мар. Республика Правительстви граждансене социаллă хӳтлĕх парас енĕпе хăй çине илнĕ бюджет тивĕçĕсене пурне те пурнăçласа пырать. «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тумалли инвестици проектне пурнăçлани Чăваш Ен аталанăвне  хушма çĕнĕ вăй кӳресси те паллă. Асăннă магистралĕн республика территорийĕ тăрăх иртекен тăршшĕ – 118 çухрăм. 2015-мĕш çулта çулсем çинче пулнă аварисен шучĕ 16,6 процента çити, çынсем вилнĕ шучĕ вара 15,1 процент чакнă. Регионта фото сăнавсем çулсем çинче вырнаçтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, шăпах та вĕсем инкек пулассинчен асăрхаççĕ.  Пĕлтĕр сахал мар ĕçленине каланă  Михаил Игнатьев. «Пирĕн пурин те тăнăçлă та вăйлă республикăра  тӳрĕ кăмăлпа таса чунпа ĕçлесси тĕп тĕллев пулмалла. Енчен те çынсем влаçа шанаççĕ пулсан, ыранхи куна ĕненсе пурăнаççĕ пулсан, эпир тăрăшни ахаль мар, ку чи пахи», - тет Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



12 апреля 2016
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter