«Эпир Сирĕн çине шанатпăр, Чăваш Ене ĕненетпĕр», - тенĕ РФ ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев

 


Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕпе Александр Ткачевпа тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  РФ Ял хуçалăх министерствине региона пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, ял хуçалăхне аталантарса пыма витĕм кӳнĕшĕн Министра тав тунă. Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев республикăри çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула, ял хуçалăх пайĕнче кăтартусем çулран çул ӳссех пынине пĕлтернĕ. Енчен те пĕлтĕрхи ял хуçалăх пайĕнчи ӳсĕм 7,9 процента çити хăпарнă пулсан, кăçал та çӳлелле кăтарту ӳсесси паллă пулнине каланă Михаил Игнатьев.  2015 çулта акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕсене 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 2,7 процент пысăклатнине,  çĕр лаптăкĕ 574,7 пин гектар пулнине пĕлтернĕ Ертӳçĕ. «Çитес икĕ çулта регионта пушă выртакан усă курман çĕр лаптăкĕсене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем умне», - тесе каланă Михаил Игнатьев. РФ ял хуçалăх Министрĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев выльăх-чĕрлĕх, сĕт-çу тирпейлессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев республикăра агропромышленноç пайне аталантарма юлашки çулсенче 25 млрд. тенкĕ уйăрнине каланă, кăçал та патшалăх енчен куçакан пулăшу чакманнине палăртнă. Александр Ткачев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине импорта улăштарас ĕçе хастар кӳлĕннĕшĕн ырласа тав тунă. «Федераци Правительстви Чăваш Республикине витĕм кӳрет. Ял хуçалăх пайне аталантарма укçа-тенкĕ туллин куçать. Эсир яланах РФ Ял хуçалăх министерстви шанма пултаратăр. Эпир те Сире, Чăваш Ене ĕненетпĕр, шăпах та Сирĕн çине таянатпăр», - тенĕ РФ ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем пирки те сăмах пуçарнă, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси çинчен канашланă. Тĕплĕнрех



13 апреля 2016
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter