Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Чи малтанах ĕçе пухăннисене çак кунсенче Мускавра ĕçлĕ визитпа кайса килни пирки каласа кăтартнă, РФ транспорт министерствин анлă ларăвĕнче пулнине пĕлтернĕ. Тĕлпулу самантĕнче РФ транспорт министрĕпе Максим Соколовпа регионта пуçланă объектсене вĕçне хĕрне тухма 2016-мĕш çулта федерацинчен 1 млрд.7 млн. тенкĕ куçарса парасси ыйтăва сӳтсе явнине каланă.  «Чи малтанах, паллах, Шупашкар хулинчи Мускав кĕперĕ пирки сăмах пырать.  Ытти пуçланă объектсен строительство ĕçĕсем те кун йĕркинчех», - тенĕ Михаил Игнатьев. Малалла инвестици куçасси пĕтĕмпех проектсен пахалăхĕнчен, ĕçе тухăçлă пурнăçланинчен, объектсенчи строительство ĕçĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăнинчен килнине асăннă. «РФ Правительстви пирĕн ĕçе кирлĕ пек шайра хаклать, хуласем хушшинчи транспорт ыйтăвĕ пирки чăрмав çук. Льготăллă халăха илсе çӳретнĕшĕн укçа-тенкĕне çителĕклĕ пăхса хăварнă», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «РЖД» АУО президенчĕпе Олег Белозеровпа пуласлăхра регионпа тухăçлă ĕçлесси пирки канашланине пĕлтернĕ.  Мускавра РФ ял хуçалăх министрĕпе Александр Ткачевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине каланă. Республикăра хăмла, кредит ыйтăвне, паха вăрлăх туянма хушма субсиди куçарса парасси пирки те сӳтсе явнине пĕлтернĕ.  Ялсенче инфратытăма аталантарасси те кун йĕркинчех пулнине асăннă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов кăçалхи çул федераци хыснинчен шкул çĕклеме аванс илесси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Кун пек пысăк çитĕнӳ, паллах, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа  тата вице-премьерпа Ольга Голодецпа кăçал нумаях пулмасть, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче, сумлă хăнасем Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă чухне калаçса килĕшни те пысăк витĕм кӳни куçкĕретех тенĕ министр Владимир Иванов.

 Республикăри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă, институт пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсен ĕç пĕтĕмлетĕвне лайăх тесе хакланă. «Çитĕнӳсем пуррине предпринимательсем вĕсен ĕçне ырăпа яланах асăннине те калама пулать. Раççей Президенчĕ те пĕр хуччен мар каланă, енчен те предпринимательсем таса чунпа, яваплăха туйса хăйсен ĕçĕсене пурнăçласа пыраççĕ пулсан, вĕсене валли яланах çул уçă тенĕ. Таса чунпа ĕçлеменнисене вăхăтра тупса палăртмалла, явап тыттармалла, йĕрке пĕтĕмпех пулмалла», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Çынсем ялсенче пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ пулсан, патшалăх енчен социаллă пулăшусем самай, калăпăр, çур-йĕр çавăрма та меллĕ. 2016-мĕш çул валли çакнашкал категорири çынсене валли пурĕ бюджетран 113 млн.785,9 пин пăхса хăварнă. Михаил Игнатьев укçа тĕллевлĕн куçнипе куçманнине çирĕп асăрхамаллине палăртнă, ял хуçалăх министрне хăйне ыйтăва тĕрĕслесе тăма хушнă. «Çуртсене ялта ĕçлекенсене валли уйăрмалла, енчен те вĕсен пурăнма условисем çителĕклĕ мар пулсан», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйсен комитечĕ пирки отчет тăратнă, пĕлтĕрхи çитĕнӳсем çинчен чарăнса тăнă. Атăлçи федераци округĕнче пирĕн регионта лару-тăру аван пулнине, кăтарту чи лайăххине пĕлтернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту – обществăлла вырăнсенче пирус туртма чарасси. Кун çинчен тĕплĕн Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ  Алла Самойлова каласа кăтартнă. Çĕр ыйтăвĕ, çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттересси тата ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



14 апреля 2016
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter